Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Вĕрентÿ пахалăхĕ ÿсĕ

Пуш уйăхĕн 21-мĕшĕнче иртнĕ Пĕрлехи информаци кунĕнче «Росреестрăн федераци кадастр палати» патшалăх бюджет учрежденийĕн Чăваш Республикинчи филалĕн директорĕ И.С. Татур тата район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ – вĕрентÿ пайĕн начльникĕ Э.В.Николаев Питĕшкасси ял тăрăхĕнче пулнă.Питĕшкасси шкулĕнче кунти ĕç коллективĕпе тата ял халăхĕпе тĕл пулу иртнĕ. Федерацин кадастр палатин Чăваш Енри филалĕн ертÿçи И.Татур Раççей Федерацийĕн Президенчĕн суйлав кăтартăвĕсем çинче чарăнса тăнă. Раççей Федерацийĕнчи суйлавçăсен ытларах пайĕ Владимир Владимирович Путин кандидатшăн сасăланă, ку вăл суйлавçăсен 63,6 проценчĕ пулать. Чăваш Республикинче РФ Президенчĕн суйлавне суйлавçăсен 73,65 проценчĕ хутшăннă, вĕсенчен 62,32 проценчĕ хăйсен сассине В.Путиншăн панă.

Райадминистраци пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Э.Николаев пухăннисене Чăваш Енре тата хамăр районта вĕренÿ учрежденийĕсене тĕпрен юсас ĕçсем мĕнле пыни çинчен каласа панă. Федераци бюджетĕнчен килекен инвестицисемпе çуртсен тăррисене, канализаци тĕпрен çĕнетме, чÿрече кантăкĕсене юсама тата васкавлă авари мероприятийĕсене ирттерме усă курĕç.

Районта кăçал Питĕшкасси тата Мăн Вылă шкулĕсене тĕпрен юсама палăртнă. Çакна валли федераци бюджетĕнчен 4269,6 пин тенкĕ, вырăнти бюджетран 1067,4 пин тенкĕ уйăраççĕ. Юсав ĕçĕсене туса ирттернипе пĕтĕм шкулсен 70 проценчĕ ку чухнехи ыйтăва тивĕçтерме тытăнать. Кăçал Элĕк шкулĕнчи столовăя модернизацилеççĕ, çав шутра сĕтел-пукана çĕнетеççĕ, çуртне юсаççĕ. Тĕп вырăнта шкулсене ку чухнехи компьютерсемпе, вĕренÿпе лаборатори, производство, спорт хатĕрĕсемпе тивĕçтересси пулса тăрать. Кунсăр пуçне шкулсене учебниксемпе тата илемлĕ литературăпа, 1-2 классенче вĕренекенсене 100 проценчĕпех, 3-4 классенчи ачасен 80 процентне тÿлевсĕр кĕнекесемпе тивĕçтерме пăхнă.

Э.Николаев çавăн пекех деклараци кампанийĕн ыйтăвĕсем çинче тĕплĕн чарăнса тăнă.

Пĕрлехи информаци кунĕнче граждансене хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăннă.


"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
24 марта 2012
00:00
Поделиться
;