Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Хăйсен вăйĕпе çĕнĕ ферма

Элĕк районĕнчи Ульянов ячĕллĕ хуçалăх тилхепине сакăр çул ĕнтĕ Светлана Порфирьева çирĕп тытать. Пултаруллă ертÿçĕн хастарлăхĕ иксĕлми. Вăл пĕр-пĕр ĕçе тытăниччен тĕплĕ шухăшлать, тупăш илмелли мелсене палăртать.

Çиччĕ виç те пĕрре кас тени уншăн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Светлана Александровна ÿсĕм çулне выльăх-чĕрлĕх отрасльне ăнăçлă аталантарнинче курать. Хальхи вăхăтра хуçалăхра мăйракаллă шултра выльăх 292 пуç, çав шутра – сăвакан  72 ĕне. Иртнĕ çул кашни ĕнерен вăтамран 4500 килограмм ытла сĕт илнĕ. Самăртма хупнă çамрăк выльăхсем талăкра 350-шар грамм ÿт хушнă. 2011 çулта условнăй кашни выльăх пуçне 58,8 апат единици хатĕрленĕ.

Тăватă çул каялла çак хуçалăхра пулма тÿр килнĕччĕ. Ун чухне С. Порфирьева председатель пăрусене хупма хуралтă çукки пирки пăшăрханса калаçнăччĕ. Халĕ вара çамрăк пăрусене çĕнĕ çурта куçарнă. Ăна 2010 çулта хута янă. Ульянов ячĕллĕ хуçалăх ăна хăй вăйĕпех тунă. Юнашарах тепĕр ферма çурчĕ те çĕкленсе ларнă. «Сумалли ĕнесем валли», - терĕ Светлана Александровна. Унта 200 пуç вырнаçĕ. Çĕнĕ çурта тума хуçалăх хальлĕхе 3 миллион ытла тенкĕ хывнă. Анчах оборудовани туянайман-ха. Коллектив ăна кăçал хута яма палăртнă. Эппин, хуçалăхăн иртнĕ çулхинчен те тăрăшарах ĕçлемелле. Çак тĕллеве пурнăçа кĕртессишĕн кашниех яваплăха туять. Финанс кризисĕн пăтăрмахĕсем ял хуçалăхне тÿрремĕнех ура хучĕç пулин те коллектив çухалса кайман, тĕрĕс пĕтĕмлетÿ туса аталану çул-йĕрне палăртнă. Чи кирли – паян ялта пурăнакан маттур çынсем валли ĕç вырăнĕсене упраса хăварни. Хуçалăхри лару тăрупа паллаштарнă май Светлана Александровна ферма ĕçченĕсене ырăпа асăнчĕ. Вĕсен тăрăшулăхĕ ÿсĕмлĕ ĕçлеме хавхалантарнине палăртрĕ.

- Чăннипех ÿркенмеççĕ. Кашниех хисепе тивĕç, - терĕ вăл. - Ĕне сăвакансенчен Николай Пшанков, Людмила Сергеева тата Ольга Алексеева уйрăмах хастар. Выльăх пăхакансенчен Евгений Моисеев, Светлана Козлова тата Наташа Филиппова ыттисене ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Валентина Кучковăпа Ирина Яковлева выльăхсене вăхăтра апат çитереççĕ.

Ульянов ячĕллĕ хуçалăхăн сухаласа акмалли çĕр лаптăкĕ 754 гектар, ытларахăшĕ – халăхăн çĕр пайĕсене арендăна илни. Вĕсемпе усă курнăшăн пай хуçисене ятарлă килĕшÿпе тырă параççĕ. 2011 çулта тыр-пула 506 гектар çинче пухса кĕртнĕ, кашнинчен вăтамран 21 центнер тухăç илнĕ. Кĕрхи культурăсене 90 гектар акса хăварнă. Вăрлăх 135 тонна хатĕрленĕ, халĕ ăна тепĕр хут аллаççĕ. Сăмах май, Ульянов ячĕллĕ хуçалăх предприятисемпе уйрăм çынсене тулă, урпа тата ырашпа сĕлĕ сутать. Çурхи ака ĕçĕсене хатĕрленесси тĕп вырăнта. Хальлĕхе 40 тонна ытла удобрении кÿрсе килнĕ. Кăçал хуçалăх çĕнĕ «КамАЗ», 2010 çулта «МТЗ» туяннă.

Хуçалăхăн малашлăхĕ çирĕппине аслă пĕлÿллĕ çамрăк специалист, республика Пуçлăхĕн стипендиачĕ Станислав Порфирьев яла куçса килни те çирĕплетет. Тĕрĕссипе, Светлана Александровнăпа Константин Андреевич /хуçалăхăн тĕп инженерĕ/ ывăлне пĕчĕклех çĕре юратма, ĕçлеме вĕрентнĕ. Станислав ял хуçалăх академийĕн механизаци факультетне пĕтернĕ, халĕ хуçалăхра час-часах е тракторпа, е автомашинăпа çÿрет. Ĕç тиркесе тăмасть вăл, мĕн хушаççĕ çавна вăхăтра тума тăрăшать. Вĕреннĕ тапхăрта маттур каччă каникул вăхăтĕнче е канмалли кунсенче хуçалăхра ĕçленĕ. Халĕ те кашни кунах ашшĕ-амăшĕпе пĕрле тăрăшать, вĕсенчен ĕç вăрттăнлăхĕсене вĕренсе пырать. Кам пĕлет, тен, пурăна-киле вăл та амăшĕ пекех пултаруллă ертÿçĕ пулĕ.



"Хыпар"
28 марта 2012
00:00
Поделиться
;