Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çак килте Илле çуралнă

Ĕмĕтĕм тинех пурнăçланчĕ: эпĕ Илле Тукташ ялĕнче пулса куртăм. Чăваш Республикин патшалăх Гимнĕн авторĕ /вăл сăввине хайланă, кĕввине Г.С.Лебедев композитор çырнă/ пирки асанне ача чухнех пĕрре кăна мар каласа панă. Вăл хĕр-тусĕпе Рязане кайнă чухне пуйăсра Илья Семеновичпа паллашнă-мĕн. Лешĕ юлташĕпе çула кĕскетес тĕллевпе пĕрер черкке «шуррине» пушатасшăн пулнă. Хăйсен вара - çырткаламалли çук. Тÿсеймен асанне: сумкинчен вĕтĕ кукăлĕсене кăларса хунă сĕтел çине. «Куçусем ăшă санăн. Лайăх хĕрарăм эсĕ», - мухтанă çыравçă асаннене. Çакна вăл виличченех манмарĕ. Радиопа Гимн юрланă чухне куçĕ шывланатчĕ асаннен...

Тăватă çыравçа сăпка сиктернĕ /кунта Илле Тукташсăр пуçне Герасим Харлампьев, Аркадий Малов, Анатолий Афанасьев çыравçăсем çут тĕнчене килнĕ/ Мăн Тукташ хĕл ыйхинчен вăрансах çитменччĕ-ха. Илле Тукташ ячĕллĕ урамра пĕр çын та, пĕр ача та курăнмасть. Ураскилт ял тăрăхĕн администрацийĕнче «Мăн Тукташ малашлăхсăррисен шутне кĕрет», - тени кăмăла килменччĕ. 92 çуртран вăтăр пĕрĕшĕнче мăрьерен тĕтĕм тухмасть-мĕн...

Халĕ ав пăхса пыратпăр та - пĕри, тепри пушă... Кăштах утатăн та - виççĕмĕшĕ, тăваттăмăшĕ те тайăлнă, çĕр çумнелле лапчăннă... Мана, Г.Харлампьевăн «Илемлĕ ирне» вуласа, И.Тукташăн «Сарă каччине» юрласа ÿснĕскере, чăваш ялне чунтан юратаканскере, çакнашкал ÿкерчĕк питĕ кулянтарать.

Илле Тукташăн пиччĕшĕн Василий Николаевич Маловăн хĕрĕпе Галина Матвеевăпа эпир малтанах Герасим Харлампьев çуралнă çурт патне çитсе килтĕмĕр. Йывăç пÿрт çине вырнаçтарнă Асăну хăми кивелнĕрен патне пырса пăхмасăр та курăнмасть. Галина Васильевна каланă тăрăх кунта халĕ никам та пурăнмасть. Харлампьевсем çурта сутнă пулнă. Анчах çĕнĕ хуçа кунта тĕпленсех пурăнайман. Герасим Пилеш /хушма ячĕ/ пÿрчĕ çумĕнче ÿсекен пилеш пире тунсăхлăн ăсатнăн туйăнчĕ.

Илле Тукташ çуралнă килте 1987 çулта музей уçнă. Пархатарлă çак ĕç пуçаруçисем - Аркадий Малов çыравçăпа /Галина Васильевнăн пиччĕшĕ/ Валериан Степанов тавра пĕлÿçĕ. Аркадий Васильевичпа Валериан Федорович пурăннă чухне асăннă музей халăхшăн усăллă пултăр тесе чылай ĕçленĕ. Вĕсем çĕре кĕрсен аваллăх управçин шăпи çак килте çуралса ÿснĕ Галина Малова-Матвеевăна кăна интереслентерме пуçланă.

Урамалла 2 чÿречеллĕ, кăвак сăрăпа сăрланă музей-çурта кĕрсе курасси пулмарĕ. Юр хÿ­се лартнăран хапха патне те пыраймарăмăр, пÿ­рт çине вырнаçтарнă Асăну хăмине те çывăхран вулаймарăмăр. Вулаканăм чухларĕ-тĕр: музей алăкĕ кураканшăн хĕллехи вăхăтра уçă мар.

«Çурта газ кĕртмен. Вут хутсан кăмакинчен тĕтĕм тухать. Çавăнпах чÿрече каррисене те çума илнĕччĕ-ха. Мăнкун валли çуса çакăп-ха теттĕм», - каласа парать кунтан виçĕ çухрăмри Ураскилтре пурăнакан Галина Матвеева.

Галина Васильевна пĕлтернĕ тăрăх - музейре çак ялтан тухнă 4 писателĕн ал çырăвĕсем, кĕнекисем, çавăн пекех авалхи ĕç хатĕрĕсем, савăт-сапа, сăмаварсем, тĕрлесе капăрлатнă пир кĕнекесем, Илле Тукташ ларса çырнă сĕтел, кравать, Харлампьевăн картинисем упранаççĕ. «Эпĕ унта кайсассăн хама çăмăл, лайăх туятăп. Ара вăл маншăн та тăван кил-çке. Музейри экспонатсемпе калаçатăп, çыравçăсен хайлавĕсене тепĕр хут тытса вулатăп. Тукташпа Харлампьев пĕрле ÿкерттернĕ сăн ÿкерчĕке пăхатăп: «Икĕ Тукташ каччи, хăçан çумăр çăвать-ши?» - тесе çырнă ун хыçне. Илья Семенович çуралнăранпа 100 çул çитнĕ тĕле эпĕ сăвă та çырнăччĕ:

Çак килте Илле çуралнă,

Ăçта пулнă ун пекки?

Пĕр килтен - икĕ писатель,

Ялĕнчен тăваттă тухни?» - аса илет Галина Матвеева.

Çуллахи вăхăтра вăл кăмăл тăвакансене музейпе паллаштарать. Анчах пур чухне те май килмест-мĕн. Пĕррехинче Вутланран учительпе вĕренекенсем велосипедсемпе ятарласа курма килнĕ. Галина Васильевна унтан тин кăна Ураскилте таврăннăскер каялла кайма килĕшмен. 74 çулти хĕрарăма 3 çухрăма темиçе хутчен парăнтарма çăмăлах мар ĕнтĕ. «Паянхи кунчченех пăшăрханса çÿретĕп Вутлансене музее кĕртсе кăтартайманнишĕн», - терĕ вăл.

Галина Матвеева аса илнĕ тăрăх - Илле Тукташ хаваслă çын пулнă. «Асаннене час-часах аса илетчĕ. Вăл пуян çемьере çитĕннĕ. Çĕмĕрле районĕнчи Эскетенрен качча килнĕскер халăх сăмахлăхне лайăх пĕлнĕ. Ытарлă сăмахсемпе ваттисен сăмахĕсене нумай пĕлнĕ. Ачисене те тăван чĕлхене юратма вĕрентнĕ. Герасим Дмитриевич питĕ вашават кăмăллăччĕ. Чаплă картинăсем ÿкеретчĕ». Унăн пиччĕшĕ Аркадий Васильевич 1995 çулта çĕре кĕнĕ. Малов поэт, прозаик, куçаруçă, критик пулнă. Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕнче, «Коммунизм ялавĕнче» /халĕ «Хыпар» хаçат/, «Ялав» журналта яваплă секретарьте, «Тăван Атăл» журнал редакторĕнче вăй хунă. Тăванĕсем вăл пурăннă çурт çине Асăну хăми вырнаçтарнă.

Ураскилт ял тăрăхĕн администрацийĕнче Г.Харлампьевăн Асăну хăмине çĕнетесси пирки сăмах пуçарсан: «Район администрацийĕн культура пайĕн укçа-тенкĕ енчен пулăшмалла», - текелерĕç. Апла пулин те сыв пуллашнă чухне: «Çĕнĕрен çырса çапăпăр», - тесе шантарчĕç-ха. Илле Тукташ музейне çут çанталăк газĕ кĕртсен аван пулмалла та... Хĕллехи вăхăтра хутман çуртра экспонатсем юрăхсăра тухаççĕ.



"Хыпар"
31 марта 2012
00:00
Поделиться
;