Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Элĕксем çурма финалта

Мартăн 27-мĕшĕнче тĕп хулари шашкăпа шахмăт керменĕнче республикăри шкул ачисем хушшинчи 14-мĕш спартакиадăн шашкă енĕпе ирттерекен турнирĕ пулчĕ. Элĕк район чысне Мăн Ямаш шкулĕнчи Иван Ильдер, Сашăпа Коля Кулагинсем, Инна Максимова, Анна Стрелкова хÿтĕлерĕç.

Элĕксем ăсталăхпа палăрчĕç, 13,5 очко пухса пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç. Финалти вăйăсем апрелĕн 3-мĕшĕнче иртеççĕ.

Çакна каламалла, шахмата юратакансен «е2-е4» клубăн 2011-2012 çулхи сезонти «Чи лайăх шахматист» кубокне А.Ф.Степанов çĕнсе илчĕ. З.П.Федоров иккĕмĕш вырăна тивĕçрĕ. И.В.Орлов А.А.Ивановран 2:1 шутпа выляса илсе виççĕмĕш вырăна тухрĕ. Кăçалхи сезон кĕркуннеччен хупăнчĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
31 марта 2012
00:00
Поделиться
;