Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ентеш - журналиста асăнчĕç

Чуна пырса тивмелле, тĕлĕнмелле кăмăллă тĕлпулу иртрĕ чăвашсен паллă радиожурналистне – хамăрăн ентĕшĕмĕре Юрий Никифорова асăнса Карачурари культура центрĕнче. Ăна йĕркелекенĕсем – культурăпа вулавăш ĕçченĕсем, радиожурналистăн тăванĕсемпе çывăх çыннисем, ĕçтешĕсемпе тус-юлташĕсем.

Ялти культура центрне тăван культурăпа искусствăра çамрăклах ырă йĕр хăварнă пултаруллă таланта асăнса хисеплеме ял-йыш, тăванĕ-хурăнташĕсем, унăн ĕçне малалла тăсакансем нумайăн пухăнчĕç. Тĕлпулу каçĕ Юрий Никифоровăн уçă та кăмăллă сассипе уçăлчĕ. Культура центрне килнисем «Кашни сăмахĕ ахах пĕрчийĕ» слайд кадрĕсене хумханса пăхрĕç. Ку видеоÿкерчĕкре Ю.Никифорова ĕç вăхăтĕнче, юлташĕ-ĕçтешĕсемпе, çемйипе пĕрле сăнланă.

Юрий Иванович пирĕнтен уйрăлса кайнăранпа çулталăк çитнине чунпа-чĕрепе ăнланса илме те йывăр. Пирĕн асăмăрта вăл яланах çап-çамрăк, çепĕç те кăмăллă сасăллă пулса юлчĕ.


"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
31 марта 2012
00:00
Поделиться
;