Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Сывă пурнăçа хаклаççĕ

Район администрацийĕнче наркотиксене хирĕçле комиссин ларăвĕ кăçал пĕрремĕш хут пулчĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Н.Куликов ертсе пычĕ.

Ларура Юнтапа, Ехремкасси, Чăваш Сурăм ял тăрăхĕсенчи наркотиксене хирĕçле комиссисем кăçалхи пĕрремĕш кварталта мĕнле ĕçленине пăхса тухрĕç. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем вырăнти комиссисем наркоманипе токсикомание пÿлессипе планпа килĕшÿллĕн ĕçленине пĕлтерчĕç, сывă пурнăç йĕркине пропагандăлаççĕ, наркотиксемпе айкашнине сивлеççĕ, тĕрлĕрен мероприятисем ирттереççĕ. Анчах та ялсенче эрех-сăрапа иртĕхесси чакмасть-ха.

Ларура ял тăрăхĕсем хушшинчи тĕп вулавăш «Пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлетпĕр» проекта ăнăçлă пурнăçланине палăртрĕç. Вĕрентÿ учрежденийĕсем православи чиркĕвĕсемпе, ветерансен канашĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ.


"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
31 марта 2012
00:00
Поделиться
;