Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Телей парнелĕç

Ашшĕ-амăшĕн ăшшисĕр е вĕсен тимлĕхĕсĕр юлнă ачапа интернат çуртсенче психологсем ĕçлеççĕ. Пурнăç илемне хаклама вĕрентеççĕ. Вăл е ку интернат çуртри тăлăха çемьене илсен çак тивĕçе çĕнĕ ашшĕ-амăшĕн пурнăçлама тивет.

Ассакасси ялĕнчи Валентина Ивановна Кузьминана унта çÿрени чăннипех те пысăк пулăшу кÿчĕ. Виталий Алексеевичпа вĕсем хăйсен хÿттине 2001 çулта çуралнă Алешăна илчĕç.

Арçын ачан ашшĕ-амăшне эрехпе иртĕхнĕрен правасăр хăварнă пулнă, интерната вырнаçтарнă.

Кузьминсем Мальвинăпа Марина хĕрĕсене пурнăçăн анлă çулĕ çине тĕрĕс-тĕкелех кăларнă. 1988 çулхи Мальвина медицина пĕлĕвĕ илнĕ. Шупашкарта интернат-çуртра медсестрара ĕçлет. Марина Волго-Вятка академинче ăс пухнипе пĕрлех Мускавра тăрăшать.

Кузьминсем ĕçе юратаççĕ. Кил хуçи хĕрарăмĕ культура тытăмĕнче тăрăшать пулсан, Виталий Алексеевич фермер хуçалăхне йĕркелесе пырать. Ку ĕçре ăна мăшăрĕ, ачисем пысăк пулăшу кÿреççĕ. Сăмах май, халĕ Юнтапа шкулĕнче тăваттăмĕш класра ăс пухакан Алеша ывăлĕ те техникăпа хытă кăсăкланать.

Кузьминсем вĕлле хурчĕсемпе те япăх мар ĕçлеççĕ.

Аслисемпе Алеша пĕрремĕш кунранах пĕр чĕлхе тупнă. Вăл çĕнĕ ашшĕ-амăшĕпе пĕр сăнлă. Çакă ăна телей кÿрессе шанас килет.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
31 марта 2012
00:00
Поделиться
;