Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ĕç чарăнмасть

Элĕк салинче бизнес-инкубатора тăвас ĕçсем малалла пыраççĕ. Çак кунсенче кунта район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Н. Куликов пулнă, строительство ĕçĕсем  мĕнле пынипе паллашнă. Объектăн генеральнăй подрядчикĕ – «Арка» тулли мар яваплă общество. Асăннă бизнес-инкубатора пĕлтĕр тума пуçланă.

«Арка» ĕçченĕсем икĕ хутлă çурт тăррине витсе пĕтернĕ те ĕнтĕ. Хальхи вăхăтра объекта электричество кĕртес ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ, çавăн пекех стенасене штукатуркăлаççĕ, вентиляции хатĕрĕсене вырнаçтараççĕ. Паян-ыранах урай ăшăтмалла тума тытăнмалла.

Райадминистраци пуçлăхĕ А. Куликов бизнес-инкубаторти ĕçсен хăвăртлăхне чакармалла маррине, объекта Республика кунĕ тĕлне хута ямаллине  палăртнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
07 апреля 2012
00:00
Поделиться