Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Фестивальте палăрнă

Нумаях пулмасть Красноармейски районĕнчи информаципе культура центрĕнче республикăри халăх пултарулăхĕн «Шетмĕпе Çавал кĕввисем» фестивалĕ иртнĕ. Унта пирĕн ентешсем те пултарулăха кăтартнă. Акă «Элĕк ен» ансамбль тата пĕччен юрлакансем хăйсем çырнă юррисемпе куракансене тыткăнланă. Элĕк районĕнчи Любовь Шашкина çырнă «Элĕк ачисем», «Путене» юрăсем, Юрий Пантелеймоновпа Владимир Ильин «Тăван ял» юрă, Любовь Шашкинăпа Владимир Терентьев «Çурхи çумăр» ятлă юрă, Л.Шашкинапа Александр Павлов çырнă «Элĕк пикисем» ятлă юрăсем сцена çинче илемлĕн шăраннă.

Любовь Шашкина «Пĕччен юрламалли чи лайăх произведени» номинацире 2-мĕш степеньлĕ диплома çĕнсе илнĕ. Çавăн пекех Алексей Павлов, Юрий Пантелеймонов, Вячеслав Филиппов, Владимир Терентьевпа Сергей Иванов 2-мĕш степеньлĕ дипломсене тивĕçнĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
07 апреля 2012
00:00
Поделиться
;