Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Хуçалăха хĕрарăмсем çĕклеççĕ

Районти пĕрлешÿллĕ ял хуçалăх предприятийĕсенчен виççĕмĕш пайĕ кăна ăнăçлă ĕçлесе пырать. Вĕсенчен пĕри – Ульянов ячĕллĕ хуçалăх. Ытлашшиех ан тĕлĕнĕр: мăнвылăсене ура çине тăратакансем – хĕрарăмсем.1990 çулсенче ку хуçалăх районта малта пыракансенчен пĕри пулсаччĕ, арканса-пайланса та пĕтменччĕ. Тем пулса тухрĕ çав вăхăтра: пĕр ертÿçĕ килчĕ, тепри... Анчах ăнăçлăхĕ курăнмарĕ. Парăм çине парăм, фермăсенче выльăхсен йышĕ те чакрĕ. Çураки аран-аран иртрĕ, мĕн акса-лартнине те пуçтарнă-пуçтарман хăварчĕç.

Ун чухне Нина Лаврентьева Ульянов ячĕллĕ колхозăн тĕп зоотехникĕнче ĕçлетчĕ. Кăшт вăхăтран ăна ял тăрăхĕн ертÿçи пулма суйларĕç. Чăтса тăраймарĕ вĕт Нина Алексеевна, пултарнă таран тăван хуçалăха ура çине тăратма тăрăшрĕ. Ара, шутласа пăхăр-ха ĕнтĕ: кам тыттăр-ха ĕнтĕ ку йывăр тилхепене алăпа; Нихăш арçын та хăюлăх çитереес çук. Н.Лаврентьева вара хăраса ÿкмест – пĕр харăсах Ульянов ячĕллĕ хуçалăха та, ял администрацине те ертсе пыма тытăнать. Сăмах май, пĕрлешÿллĕ хуçалăх ертÿçинче тÿлевсĕр ĕçлет, шалăвне ял администрацийĕнче кăна илсе тăрать.

Ку вăл 2000 çулхи çуркунне пулнă. Акана тухмалла – вăрлăх çук. Кунсăр пуçне электроэнергишĕн 278 пин тенкĕ парăм юлнă. Юрать-ха, Нинăна ентешĕсем – Вăрнар районĕнчи «Самолет» хуçалăх вăрлăхпа пулăшнă. Çакна мĕнле тÿлесе татнă тетĕр-и; Хăйĕн шалăвне тата шкул директорĕнче тăрăшакан упăшкин укçине кăларса хунă Нина Алексеевна. Паллах, ял çыннисем те пулăшмасăр тăман. Пĕрисем укçа панă, пĕр тăван Ивановсем вара (вĕсем, трактористсем, шăпах акара ĕçленĕ) тÿлевпе кĕркунне татăлма килĕшнĕ.

Çав çулхине çуракине ăнăçлă ирттернĕ мăнвылăсем, çынсене ĕç укçи те параççĕ, тырăпа та тивĕçтереççĕ. Ку çеç те мар-ха. Ял администрацийĕн пуçлăхĕнче тăрăшнă вăхăтра вăл 2 артезиан çăлĕ, Мăн Вылă тăрăх шыв пăрăхĕ хывма, килсене çут çанталăк газĕ кĕртме майсем тупать. Пĕр харăсах икĕ ĕç пурнăçлама çăмăлах мар ĕнтĕ;

2001 çулта кадрсен пайĕпе ĕçлеме тата кассир пулма Светлана Порфирьевăна йышăнаççĕ. Шупашкартан тăван яла таврăннăскер вăл. Вăт, çавна суйласа илет те Нина Алексеевна хуçалăх ертÿçи пулма. Малтанах Светлана кунашкал сĕнÿпе ниепле те килĕшмен, çапах ĕçе тытăнсан пĕртте аптраса ÿкмен. Юлашки çулсенче пĕрлешÿллĕ хуçалăхра виçĕ вите юсанă, пĕлтĕр пăрусен витине хута янă, хальхи вăхăтра 200 ĕне вырнаçмалăх вите тăваççĕ. Фермăсене тытса тăраканни те хĕрарăмах – Дина Иванова зоотехник.

Çураки çывхарса килет. Ку яваплă ĕçе хуçалăхра тĕплĕн хатĕрленеççĕ: мехпаркра – çĕнĕ техника, складсенче вăрлăхпа удобренисем çителĕклĕ.

Вăт çапла тытса пыраççĕ хăйсен хуçалăхне маттур та пултаруллă хĕрарăмсем (кооперативра ĕçлекенсенчен виççĕмĕш пайĕ – шăпах вĕсем). Кÿршĕ ялсенчен те Мăн Вылăна ĕçе çÿрекенсем сахаллăн мар. Паян вара Нина Алексеевна хăйĕн килĕнчи хуçалăхпа кăна ĕçлет. «Текех эпĕ партире тăмастăп», – шÿтлесе калаçать вăл.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
07 апреля 2012
00:00
Поделиться