«Ладушки» ушкăн çитĕнÿ тунă
Тĕп хуламăрта – Шупашкарта ачасемпе çамрăксен вокал тата хореографи ушкăнĕсен Пĕтĕм тĕнчери пултарулăх фестивалĕ иртнĕ. Унта Элĕкри ача-пăча искусство шкулĕнче вĕренекенсен «Ладушки» ансамблĕ те хутшăннă. Ку ансамбле чылайранпа Ираида Терентьева ăста та пултаруллă ертсе пырать.
Элĕксем конкурса халăх ташшипе тата чăваш хĕрĕсен ташшипе тухнă. Тупăшакансем хушшинче питĕ вăйлă коллективсем пулнă. Акă «Эскитон» ансамбль ташăçсен пĕтĕм тĕнчери чемпионатĕнче 19 хутчен çĕнтернĕ.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета