Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пĕрле пуçтарăнса вылянă

Акă ĕнтĕ, çурхи кунсем те çитсе килчĕç. Шкул ачисемшĕн каникул вăхăчĕ çитрĕ. Ахаль ирттермеççĕ вĕсем кану кунĕсене. Кам ăстарах вылять-ха теннисла; Çакна палăртас тĕллевпе пуçтарăннă Кĕçĕн Тăван ачисем ялти культура çуртне. Кашниех мала тухассишĕн тупăшнă. И.Матвеевпа М.Софронов, М.Архиповпа В.Архипов тата Д.Федотовпа А.Владимиров сĕтел çи теннис вăййинче ăсталăх кăтартнă.

Пĕрремĕш вырăна – Михаил Софронов тивĕçнĕ. Вăл Элĕк шкулĕнчи 10-мĕш класра вĕренет. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче – çак ялти Александр Аввакумовпа Александр Владимиров. Вĕсем те парнесене тивĕçнĕ.

Спорт мероприятийĕ аслисемшĕн тĕслĕх пулса тăнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
07 апреля 2012
00:00
Поделиться