Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Хаклама вĕрентет

Элĕк районĕнчи Тавăтри вăтам шкул вĕрентекенĕ Валентина Васильева федерацин вĕренÿ çинчен калакан саккунĕнче ашшĕ-амăшĕ ачасене мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарассишĕн тăрăшнине туллин шута илмен тесе шухăшлать.

Вăл 25 çул шкулти сăнав лаптăкĕн ертÿçи пулнă. Вĕренекенсене ĕçре пиçĕхтернĕ. Çакăншăн ашшĕ-амăшĕ ÿпкелесе калаçнине нихăçан та илтмен. Шкул таврашĕнчи 3,3 га çинче I-IX классемпе «Ял хуçалăх технологийĕсем» вĕренÿпе практика урокĕ ирттереççĕ - пахча çимĕç, улма-çырла, тыр-пул, чечек çитĕнтереççĕ. Ачасем ĕçрен сăлтавсăр пăрăннине ас тумасть. Пĕлтĕр унта 200-ĕн вăй хунă. Республикăри пахчаçăсен хушшинче йĕркеленĕ ăмăртура пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ.

 



"Хыпар"
11 апреля 2012
00:00
Поделиться