Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Мартра хĕрсем ытларах çуралнă

ЗАГС пайĕнче иртнĕ уйăхра 20 пепкене регистрациленĕ, ку вăл пĕлтĕрхинчен 4 ача нумайрах. Пĕтĕм тĕнчери Хĕрарăмсен уявĕ ячĕпех пуль-и, мартра çут тĕнчене 11 хĕр ача килнĕ, 9-шĕ – арçын ачасем. Пĕрремĕш шăпăрлан 6 çемьере тупăннă. Иккĕмĕшсем – 7 çемьере, виççĕмĕшсем – 3 килте, 2 çемье тăваттăмĕш ачана йышăннă, пĕрер çемьере – пиллĕкмĕшпе улттăмĕш ачасем.

Асăннă тапхăрта 24 çын вилнĕ, вĕсенчен 15-шĕ – арçынсем, 9-шĕ – хĕрарăмсем. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан вилнисен шучĕ 19 çын сахалтарах. Арçынсен пурăнаслăхĕ 63 çулпа танлашнă, хĕрарăмсен – 79 çул.

6 мăшăр пĕр тĕвве çыхăннă, иртнĕ çулхисенчен 4 мăшăр сахалтарах. Пĕлтĕрхи пекех кăçал та 3 мăшăр уйрăлнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
11 апреля 2012
00:00
Поделиться