Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Музыка инструменчĕсемпе паллашар-и?

Атăл тăрăхĕнчи халăхсен хушшинче чăвашсем музыкăн тĕрлĕ инструменчĕ Нумаййипе (50ытла) палăрнă. Ĕлĕк  кирек хăш йăла-йĕрке те, праçник те, пĕр-пĕр пулăм та юрă-кĕвĕсĕр иртмен. Ачасем хаваспах тăм шăхличĕ Каланă. Шăхличĕсем тĕрлĕрен пулнă: вĕсем чĕр чунсене, кайăк-кĕшĕке, юмахри сăнарсене аса илтернĕ. Шăпăр калакана вара чăвашсем асмçăпах танлаштарнă. Асăннă музыка инструменчĕпе каласа вăл çынсене хăйне пăхăнтарма пултарнине ĕненнĕ.

Паян Элĕкри литературăпа тавра пĕлÿ музейĕнче «Музыка инструменчĕсен тĕнчинче» курав уçăлать. Ăна Раççей историйĕн çулталăкне халалланă. Выставкăра кĕсле, сăрнай йышши инструментсемпе кăна мар, нимĕç фисгармонийĕпе, сĕрме купăспа, пионер параппанĕпе тата горнĕпе, ыттисемпе паллашма май пур. Экспозицире çавăн пекех Пантелеймон Николаев хатĕрленĕ музыка инструменчĕсем (туй параппанĕ, палнай, щăхлич, шакăртма, шакмак тата ытти те). Курава Чăваш музыка театрне йĕркелекенĕ Борис Марков артиста, режиссера халалланă стенд та пуянлатать.



"Хыпар"
11 апреля 2012
00:00
Поделиться