Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Тĕрĕслев витĕр тухрĕç

«Журавлев» хресчен-фермер  хуçалăхĕ çĕнĕлле ĕçлесе пырать. Кунти техникăна та, тĕпрен илсен, юлашки çулсенче туяннă. 14 трактортан пĕри гусеницăллă, ыттисем урапаллисем. Иртнĕ çул кăна хăватлă «Джон Дир» техника илнĕ. Унпа çĕр хатĕрленĕ çĕрте ĕçлеме меллĕ. Хуçалăхăн Т-150 тракторсем иккĕ. Тăватă «Беларуçа» 2006 çулта, иккĕшне 2005 çулта туяннă.

Мĕнпур техника ĕçе юрăхлă. Пурте тĕрĕслев витĕр тухрĕç. Çав хушăрах хăшпĕр çитменлĕхсем те палăрчĕç. Хуçалăхра механизаторсем çитменни çинчен те пĕлтерчĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
11 апреля 2012
00:00
Поделиться