Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ăс-хакăл, чун хавалĕ

 «Хыпарăн» кăçалхи 49-50-мĕш номерĕсенче филологи ăслăлăхĕсен докторĕн Николай Егоровăн «Йăлт пушатсах каймастпăр тĕнчене...» статйи пичетленчĕ. Эпĕ унăн кашни йĕркине, сăмахне кăранташпа туртса темиçе те вуласа тухрăм. Пурне те хумхантаракан, кашни чăваш чун-чĕрине витерекен ыйтусене - наци, демографи, культурăпа искусство - çĕкленĕ паллă ăсчах.

«Мĕншĕн чăваш литератури куç умĕнчех вилсе выртрĕ? Мĕншĕн Шупашкара чăваш сăнĕ кĕртейместпĕр? Мĕншĕн культура вучахĕсем кирлĕ пек ĕçлемеççĕ? Мĕншĕн пĕр культура керменĕнче те наци культурин архивĕ çук?» Çак тата ытти ыйтăва çĕклет автор. Статья çăмăллăн вуланать, пĕтĕмпех ăнланмалла, шухăшĕ анлă, чĕлхи çыпăçуллă. Паллах, пурте килĕшес çук унпа. Ăсчахсем те, культурăпа искусство ĕçченĕсем те, ахаль вулакансем те пĕрре çеç мар айăн-çийĕн çавăрттарĕç, хаçатсенче те хăйсен шухăшĕсене çырса кăтартрĕç.

Студент чухнехи аса килчĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулсен пуçламăшĕнче вĕрентĕм эпĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче. Çамрăкчĕ-ха ун чухне вăл - историпе филологи факультечĕ, педагогика институтĕнчен уйрăлса тухнăранпа 5 çул кăначчĕ. Эпир, чăваш чĕлхипе литература уйрăмĕнче ăс пухакансем, пĕрмаях тăван чĕлхе, тăван культура пуласлăхĕ тавра калаçаттăмăр-тавлашаттăмăр. Анчах мĕн пур калаçу та аудиторисемпе общежити пÿлĕмĕсенче кăначчĕ çав, урамра-мĕнре, транспорт таврашĕнче тăван чĕлхепе пуплеме шикленерех тăмаллаччĕ. Тен, вăтаннă та пулĕ. Троллейбус-автобусра та, урамра та ытларах вырăсла калаçмаллаччĕ. Эпĕ, вăтам шкултан вĕренсе тухнă ял ачи, аслăраххисем патнерех туртăнаттăм. Ара, мĕнех курнă-ха сар сăмса, Шупашкарĕнче те пĕр-икĕ хут çеç пулнă вĕт-ха. Кусем вара, манран 4-5 çул аслă тетесем, тĕнче каснă темелле: салтакра пулнă, Шупашкарти заводсенче ĕçленĕ.

Шăмăршă ачипе туслашса кайрăмăр. Пĕррехинче троллейбусра пыратпăр. Эпĕ билет сутаканпа та, юлташăмпа та чăвашла пакăлтататăп, кăлт тĕкет мана юлташăм: «Мĕн эсĕ, вырăсла калаçас пулать. Халăх хушшинче чăвашла пуплени аванах мар». Чунра темĕнле лайăх мар пулса кайрĕ, хамран аслă пулин те - общежитие çитсен тытăçсах кайрăмăр. Пÿлĕмрисем мана хÿтĕлерĕç. Усси пулчĕ пулмалла, çакăн хыççăн кирек ăçта та тăван чĕлхепех пуплеме пуçларăмăр.

Тепĕр пулăм та асран тухмасть. Пирĕнпе пĕрле питех те теветкел йĕкĕт - Елчĕк чăвашĕ Василий Григорьев - вĕренетчĕ. Сăвă çыратчĕ, Рахмул Пăлхарпек хушма ят йышăнчĕ. Хайлавĕсем тарăн шухăшлă, йăлтах чăвашлăха, тăван чĕлхене, хамăр халăха упрасси çинчен. Сăввисене лекцисем вăхăтĕнчех шăрçалатчĕ, общежити пÿлĕмĕсенче, автобус-троллейбусра, çынсем пухăннă вырăнсенче хĕрсе кайсах вулатчĕ. Çакă ура хурса пычĕ пулас Рахмула. Çав çулсенче чăваш чĕлхине мала хуракансене «националист» ярлăк çакса тиркетчĕç, деканата чĕнсе пите хĕрететчĕç, вăрттăн сыхлатчĕç. Рахмулпа мана, темиçе студента «хура списока» кĕртнĕ иккен.

Пĕррехинче, хĕллехи каникулта, Çĕмĕрле лесничествине вутă çыртарма кайнăччĕ. Черечĕ вăрăм та, кунтах ĕçлекен кукка патне кĕтĕм. КГБн çак хулари уйрăмне ертсе пыратчĕ вăл. «А-а, националист çитрĕ-и?» - тесе кĕтсе илчĕ мана çывăх тăван. Вăт, çапла сăнаса-йĕрлесе тăнă çавăн чухне «урăхла шухăшлакансене». Андрей Сахаров академик, Александр Солженицын ăсчах-çыравçă, хамăрăн ăслă та чаплă педагог Геннадий Волков, Геннадий Айхи сăвăç, ыттисем тавра мĕн тĕрлĕ кăна усал сăмах сармарĕç, мĕнле кăна питлесе хĕсĕрлемерĕç! Чăвашсен хальхи вăхăтри пултаруллă та маттур тавра пĕлÿçи, филологи ăсчахĕ Виталий Станьяла /ун чухне вăл университетăн чăваш чĕлхипе литература кафедрин аспирантуринче вĕренетчĕ/ тата унпа пĕр шухăшлисене те çак авăра çавăрса кĕртнĕччĕ. Тĕрĕс çырать Николай Егоров: «Тăван чĕлхене хÿтĕлеме, упрама, сыхлама, аталантарма кашни çынна кар тăратасчĕ те çав... Ăçта ĕнтĕ пире. Кунашкал ыйтусем умлă-хыçлă сыпăнса пыраççĕ, тулă чусти пек татăлмасăр тăсăлаççĕ... Çакă вăл йăлтах республикăмăрти наци политики çуккинчен, çавна пула эпир наци ыйтăвĕсене тĕпрен юхăнтарса янинчен килет. Ку - тарăна кайнă чир. Вăл уйрăмах Чăваш Республикин пĕрремĕш Президенчĕ «национализма хирĕç хĕртнĕ пăшатанпа çапăçнă» вăхăтра тарăна кайрĕ. Пĕрремĕш Президента суйланă чухне эпир пурте вăл наци политики туса хурасса кĕтрĕмĕр, анчах кĕтсе илеймерĕмĕр...»

Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенче халăх ăс-тăнне мăн сас паллисемпе çырса темĕн тĕрлĕ лозунгсемпе, транспарантсемпе, плакатсемпе минрететчĕç. Курăнакан агитаци тетчĕç çакна. Вĕсене çырма, илемлетме укçа тÿлесе художник-оформительсене тытатчĕç. Пĕр сăмахпа - йăм-хĕрлĕ хăю-хăмачпа тулса ларатчĕç район центрĕпе ялсен тĕп урамĕсем. Юрĕ тейĕпĕр. Анчах курăнакан агитаци хатĕрĕсенчи чĕнÿсем йăлтах вырăслаччĕ, чăвашла çырни сайра-пĕрре кăначчĕ. Çапах уявсем тата политика мероприятийĕсем умĕн курма пулать-ха вĕсене. Акă, пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче Раççей Президентне суйларăмăр. Кун хыççăнах темиçе кунран хĕле ăсатса çуркуннене кĕтсе илтĕмĕр. Шел, суйлава чĕнекен, хĕле ăсатма йыхăракан хăюсенчи сăмахсем те вырăсла çырнисем çеç пулчĕç.

Сăмахăма статьяри йĕркесемпех вĕçлес тетĕп: «Атьăр-ха, чăваш тĕнчи йăлт пушансах юличчен халăхăмăра упраса хăварас тесе ырă ĕçсем пуçласа ярар».

 



"Хыпар"
12 апреля 2012
00:00
Поделиться