Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Хушма ĕçсем йĕркеленĕ

Федерацин «Ялти социаллă пурнăçа 2013 çулччен аталантарасси» тĕллевлĕ программине пурнăçласа иртнĕ çулхи çулла Ишпарайка ялĕнче шыв пăрăхĕсем хурса тухма тытăннă. Çакна валли федераци тата республика бюджетĕнчен 5 миллион та 560 пин тенкĕ уйăрнă. Строительство ĕçĕсене «Строитель» общество подряд организацийĕ пурнăçланă. 2011 çулхи юпа уйăхĕнче çак ĕçсене вĕçленĕ, çапах та шыв башнине кăçалхи ака уйăхĕн 8-мĕшĕнче тин тĕрĕслесе пăхнă. Мĕншĕн тесен Сурăмпуç Шĕмшешри шыв уçлакан башня тĕрлĕрен ăпăр-тапăрпа тулса ларнă та ĕçлеме чарăннă. Халăха шывпа çителĕклĕ тивĕçтерессипе Шĕмшеш ял тăрăхĕн администрацийĕ хушма ĕçсем йĕркеленĕ. Паллах, тăкаксемсĕр пулман, вăхăчĕ те иртнĕ. Ял тăрăхĕ тăрăшнипе башня шăтăкне çĕнĕрен чавнă, тăрпасем, бетон ункăсем, насос, хÿтĕлекен япаласем, электрооборудовани туяннă, çавăн пекех будка туса лартнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
14 апреля 2012
00:00
Поделиться