Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Сывлăхлă пулар

Сывлăха çирĕплетес, чир-чĕрсене пÿлес тĕллевпе Тени шкулĕнчи 5-мĕшпе 8-мĕш классенче «Сывă пурнăç йĕркишĕн» темăпа класс сехечĕ иртнĕ. Паллах сывă пурнăç çыннăн ĕмĕрне вăрăмлатать, ĕçлес хастарлăха ÿстерет. Ахальтен мар «Сывлăх – пĕтĕмпех мар, сывлăхсăр вара нимĕн те çук», – теççĕ. Вĕренекенсем сывă пурнăç йĕркин тытăмĕпе паллашнă, кайран ку ыйтупа эрудитсен конкурсĕ иртнĕ. Пиллĕкмĕшĕнчи Анжела Игнатьевăпа саккăрмĕшĕнчи Наталия Иванова чи нумай очко пухнă. «Сывлăх – этемшĕн питĕ пысăк телей. Эпир пурте вăйлă та сывлăхлă пулассишĕн нумайрах хусканусем тăватпăр. Апла пурте сывлăхлă пулар!» – çакăн пек пĕтĕмлетÿ тунă вĕренекенсем. Конкурс хыççăн ачасене сывă пурнăç йĕркин правилисене валеçсе панă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
14 апреля 2012
00:00
Поделиться
;