Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Хĕрÿ тапхăр тимлĕх ыйтать

Ял ĕçченĕшĕн хĕрÿ тапхăр çывхарать. Ял хуçалăх предприятийĕсен тата хресчен фермер хуçалăхĕсен кăçал çурхи тĕш тырăсене 8238 гектар (2011 çулта – 5595 гектар) акса хăвармалла. Çав шутран çурхи тулă 2968 гектар, урпа – 3203, сĕлĕ – 887, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 450 гектар.Мĕн-пур категориллĕ хуçалăхсенче çĕр улми 2315 гектар, пĕлтĕрхи çав тапхăртипе танлаштарсан, 116 процент йышăнмалла.

Кĕр тыррисем пысăкрах тухăç пама пултарнине тĕпе хурса, иртнĕ çул ыраш 763 гектар, кĕрхи тулă – 1387, тритикале 410 гектар çине акса хăвартăмăр. Кĕр калчисем лайăх тухасса шанатпăр, вĕсене вăй илтерме пулăх тăварĕсемпе апатлантарма палăртрăмăр.

Планланă лаптăксем çине акса-лартса хăварма вăрлăх çителĕклĕ. Паянхи куна илсен, кондициллĕ вăрлăх 1504 тонна (76 процент). Тасалăх енĕпе кондицие ларман культурăсем – 476 тонна. Сортсене çĕнетсе улăштарассипе ĕçсене япăх мар йĕркелерĕмĕр. «Новый путь», «Рабия», «Золотое Руно», В.Узянов хуçалăхĕсем республикăри вăрлăх енĕпе ĕçлекен хуçалăхсенчен пысăк репродукциллĕ элита тата суперэлита вăрлăхсем туянчĕç. «Алмаз», «Звезда», «Колос», «Журавлев» хуçалăхсем тĕш тырăсен элита культурисене 550 центнер илме килĕшÿ тунă. С.Волков, В.Узянов хресчен фермер хуçалăхĕсем çĕр улми вăрлăхне çĕнетессипе пуçарулăх кăтартаççĕ.

Тухăçа ÿстерме минераллă удобренисем 731 тонна хатĕрлемелле. Ку таранччен 89 процент янтăланă. «Алмаз», «Новый путь», Ульянов ячĕллĕ, «Правда» хуçалăхсем тăрăшулăх кăтартрĕç.

Çăмăллăхлă 292 тонна топливăна хуçалăхсене валеçсе панă. Мартри лимитпа пăхнă 28,5 тоннăна «Новый путь» тата «Журавлев» хуçалăхсем турттарса тухрĕç.

ЧР Министрсен Кабинечĕн постановленийĕпе килĕшÿллĕн республика бюджетĕнчен выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессине аталантарма, химизаци хатĕрĕсене туянма укçа-тенкĕ уйăрса панă. Субсидисем выльăх-чĕрлĕх енĕпе 2392,473 пин тенкĕ, элита вăрлăх туянма – 1021,466 пин, ÿсен-тăрансене хÿтĕлемелли хатĕрсем илме 1782,132 пин тенкĕ. Ку суммăсене хуçалăхсене валеçсе панă. Субсиди илме çак кунсенчех документсен пакетне тăратмалла.

Районта усă курман çĕрсем 4029 гектар шутланаççĕ. Кунашкал лаптăксем Шĕмшеш ял тăрăхĕнче 877 гектар, Юнтапа ял тăрăхĕнче – 758, Крымсарайка – 653, Питĕшкасси – 647, Чăваш Сурăм ял тăрăхĕнче – 493 гектар таранах. Ахаль выртакан çĕрсене ĕçе кĕртнĕ чухнехи тăкаксене саплаштарма вырăнти бюджетран 1 миллион тенкĕ уйăрнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
18 апреля 2012
00:00
Поделиться
;