Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Малашлăхшăн тăрăшса, çĕннине çул парса

Элĕк районĕнчи тĕрлĕ тытăмри хуçалăхсем иртнĕ çул 1268 миллион тенкĕлĕх ял хуçалăх продукцийĕ туса илнĕ. Ку - 2010 çулхипе танлаштарсан 155,6 процент. Вăтам тухăç: тĕш тырă - гектартан 19,5 центнерпа, çĕр улми – 163,4 центнерпа, пахча çимĕç 329,3 центнерпа танлашнă. 24,2 пин тонна сĕт, 2,5 пин тонна аш-какай туса илнĕ. Элĕк тăрăхĕнче юлашки çулсенче выльăх йышĕ ÿсме тытăнни курăнать. Пĕлтĕр тĕрлĕ формăллă хуçалăхсенче мăйракаллă шултра выльăх шучĕ 118 пуç ÿснĕ. Ăратлă сурăхсем ĕрчетессипе те тĕллевлĕ ĕçлеççĕ. Район экономики аталансах пырать. Иртнĕ çул кăна вырăнта туса кăларнă продукцие 9 миллион та 914 пин тенкĕлĕх сутнă. Инфратытăм аталанăвĕпе социаллă сферăра ырă пулăм сахал мар. Кăçалхи тĕллевсем те пысăк. Вĕсемпе

район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов паллаштарчĕ.

- Район тÿрремĕнех ял хуçалăхĕпе çыхăннăран калаçăва унран пуçлар-ха.

- Уй-хирте те, выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче те çитĕнÿ пур. Ÿсĕмре ял хуçалăхĕнче тăрăшакан хастар çынсен тÿпи пысăк. Вĕсем йывăрлăхсене парăнтарса малаллах талпăнаççĕ. Патшалăхăн аграри секторне пулăшма палăртнă тĕллевлĕ программăсемпе килĕшÿллĕн районти ял хуçалăх предприятийĕсем пĕлтĕр тĕрлĕ тытăмри бюджетсенчен каялла тавăрса памалла мар 61 миллион тенкĕ илнĕ. Çав шутра - республикăран 24,6 миллион тенкĕ. Укçа-тенкĕпе выльăх апачĕ туянма усă курнă, ăратлă выльăх тата элита вăрлăх туянма, çĕр пулăхне пуянлатма хывнă. Хушма хуçалăха аталантаракансем те çак пулăшупа усă курнă. Ÿсен-тăрана сиенлекен тĕрлĕ хурт-кăпшанка пĕтермелли препаратсем туянма кăна 2 миллион та 227 пин тенкĕ субсиди илнĕ.

Усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртме çуллен тăрăшатпăр. Ку енĕпе ĕçлемелли пайтах-ха. Юлашки çулсенче районта 11709 гектар çĕрпе усă курма тытăнтăмăр, çав шутра 2011 çулта - 3079 гектарпа. Иртнĕ çул сухаламан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртсе тăкак тÿснĕ хуçалăхсене пулăшма район бюджетĕнче 1 миллион та 566 пин тенкĕ палăртнă, кăçал - 4029 гектара сухалама 1 миллион тенкĕ. Ял хуçалăхĕнче ÿсĕмлĕ ĕçлеме хăватлă техника кирлĕ. Çулталăкра аграрисем 31 миллион тенкĕлĕх çĕнĕ техника туянма пултарчĕç.

«АПК аталанăвĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн 2011 çулта хушма хуçалăха аталантарма 661 çын çăмăллăх кредит илнĕ. Проект вăя кĕнĕренпе 2759 çын патшалăх пулăшăвĕпе усă курнă. Хресчен, тĕпрен илсен, ку укçа-тенкĕпе ферма çурчĕсене юсама тата реконструкци тума, техника, выльăх-чĕрлĕх туянма усă курнă.

Çурхи кун çулталăк тăрантарать тенĕ. Çакна тĕпе хурса районти аграри секторĕнче вăй хуракансем кăçалхи çур акине кĕске вăхăтра ирттересшĕн. Халĕ пахалăхлă вăрлăх хатĕрлес ĕç вĕçленсе пырать. Районта вăрлăх çителĕклĕ пулин те кондицие çитерни 65 процента яхăн кăна-ха. Çапах тыр-пул тухăçĕшĕн тăрăшакансем пысăк репродукциллĕ элита вăрлăх туянма ĕлкĕрнĕ. Хальлĕхе 170 тонна кÿрсе килнĕ. Минерал удобренийĕ маларах палăртнин 73 процентне хатĕрленĕ.

- Александр Николаевич, Элĕк тăрăхĕ фермерсен юхăмĕпе палăрса тăрать. Вĕсен малашлăх пур-и?

- «Ĕçе пуçăнакан фермер» программăна хутшăнма районти 7 фермер заявка панă. Хальлĕхе 5-шĕ çеç кирлĕ документсем тăратнă. Олег Ксенофонтовпа Алина Филиппова Ял хуçалăх министерствин конкурсне хутшăнакансен списокне кĕнĕ те. Пĕлтĕр районта 176 фермер хуçалăхĕ шутланнă.

- Районти общество инфратытăмĕ мĕнлерех аталанать?

- «Раççей гражданĕсене – хăтлă тата йÿнĕ çурт-йĕр» тĕллевлĕ наци проекчĕпе килĕшÿллĕн иртнĕ çул 148 пурăнмалли çурт /17020 тăваткал метр/ хута кайрĕ. Ку - 2010 çулхипе танлаштарсан 105,7 процент. Тăлăхсен пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвне татса пама 2011 çулта 4 миллион та 455 пин тенкĕ ытла, 5 е ытларах ачаллă çемьесене пулăшма 1 миллион та 959 пин ытла тенкĕ тăкакларăмăр. Пĕтĕмĕшле 6 тăлăх ачапа 1 нумай ачаллă çемьене хăтлă çурт-йĕрпе тивĕçтертĕмĕр. Республикăра нумай ачаллисене харпăрлăха тÿлевсĕр çĕр пама йышăннă саккуна пурнăçласа 3 çемье валли çĕр лаптăкĕ уйăртăмăр. Раççей Президенчĕн «Вăрçă ветеранĕсене пурăнмалли çуртпа тивĕçтересси» указĕпе килĕшÿллĕн 147 ветеранпа салтак арăмĕнчен 114-шне çурт-йĕр çавăрма е сутăн илме свидетельство патăмăр. Çамрăк çемьесене те патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтеретпĕр. Иртнĕ çул 15 çемье çак программăпа 6 миллион та 104 пин ытла тенкĕлĕх свидетельство, «Ялсен социаллă аталанăвĕ» тĕллевлĕ программăн витĕмĕпе ялта ĕçлесе пурăнакан 7 çемье 2 миллион тенкĕ, 3 çамрăк çемье 2 миллион та 480 пин тенкĕ ытла илчĕç.

«Ял тăрăхĕсенче комплекслă тата компактлă майпа çурт-йĕр тăвас, тирпей-илем кÿрес» проекта ăнăçлă хутшăнса Ехремкасси, Элĕк тата Шĕмшеш ял тăрăхĕсем социаллă объектсене хăтлăх кÿчĕç.

Çĕнĕ урамсене электрификацилессине хăвăртлатас программăна пурнăçа кĕртессипе 8 ялта ĕçлетпĕр. Таса шывпа тивĕçтерес ыйтăва та кун йĕркинче тытатпăр. Шĕмшеш ял тăрăхĕнче ку ĕç вĕçленчĕ.

Республикăн «Граждансене кивĕ тата юрăхсăр çуртсенчен хăтлисене куçарасси» тĕллевлĕ программин витĕмĕпе кăçал 15 хваттерлĕ çĕнĕ çурт хута каймалла. Çавăн пекех инвесторсен витĕмĕпе 30 хваттерлĕ коммерциллĕ пурăнмалли çурт тума тытăнмалла.

Республика кунĕ тĕлне бизнес-инкубатор хута кайĕ. Пĕтĕмпе федераци, республика бюджечĕсенчен тата вырăнти бюджетран пĕлтерĕшлĕ çак объекта туса пĕтерме 39 миллион ытла тенкĕ уйăрнă.

Район территорийĕнчи автоçулсене юсаса çĕнетессипе тата ялсемпе урамсенче такăр çул сарассипе чылай ĕçлетпĕр пулин те пурнăçламалли сахал мар-ха. Сăмахран: Элĕк салинчи Çамрăксен, Чечеклĕ тата Кăнтăр урамĕсен хушшине, Шĕмшеш тата Вутлан ялĕсенче çул тумалли проектсем хатĕр. Кăçал физкультурăпа спорт комплексĕ çумĕнче бассейн тума тытăнмалла.



"Хыпар"
18 апреля 2012
00:00
Поделиться
;