Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

«Новый путь» аталанать

Danon-Юнимилк компани кашни çулах сĕт туса илекен хуçалăхсем хушшинче конкурс ирттерет. Ку ăмăртун пуш уйăхĕнчи тапхăрне пирĕн районтан «Новый путь» хуçалăх хутшăннă, сурăмсем конкурсра ылтăн медаль çĕнсе илнĕ.

«Новый путь» кооперативăн тĕп конкуренчĕсем – тулли мар яваплă «Волит» обществăпа «Ольдеевская» агрофирма иртнĕ уйăхра лайăх кăтартусемех тăвайман. Красноармейскисене чĕртавар пахалăхĕ такăнтарнă – белокпа çу – Danon-Юнимилк стандарчĕсене ларайман, «Ольдеевская» агрофирма вара оборудование лайăх çуса тасатайман. Çавна пула пĕтĕм сĕтĕн 13 проценчĕ иккĕмĕш сорта анса ларнă.

Çук-ха, элĕксем ылтăна ыттисем йăнăш тунипе мар, хăйсем тăрăшса ĕçленипе тивĕçнĕ. Акă «Новый путь» пуçласа сĕтри соматика клеткисен хисепне чакарма пултарнă. Ку хуçалăхри сĕт-çу комплексĕн витисем виçĕ уйрăмра вырнаçнă. Кун пек чухне продукцири микробиологи тасалăхне пĕр пек шайра тытса тăма кансĕр. Халĕ авă сурăмсем çак чăрмава сирме пултарнă.

 

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
18 апреля 2012
00:00
Поделиться
;