Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Тăванлăх туйăмĕ пытăр ĕмĕре

Ашшĕпе ывăлĕ, аппăшĕпе йăмăкĕ, тăван-хурăнташ пĕр-пĕриншĕн тăшман, çичĕ ют пулса тăнине çирĕплетекен тĕслĕх пурнăçра сахал мар.

Акă пĕр çемьере çиччĕн çуралса ÿснĕ пĕлĕшĕм хăйсем ашшĕ-амăшне юлашки çула ăсатма çеç тăван киле пĕрле пухăнни, ытти чухне вуçех те хутшăнманни пирки каласа кăтартнăччĕ. Сăлтавĕ вара питĕ ансат: амăшĕ кукамăшĕн кĕмĕл, ылтăн укçасенчен хатĕрленĕ хушпу-теветне кинне парнеленĕ. Çакă тăвансен хушшинче вăрçă вутне тĕртме çителĕклĕ пулнă.

Элĕк районĕнчи Ураскилтре пурăнакан Юлия тата Вера Красновăсем пурнăçра темĕн те тÿссе ирттернĕ, анчах тăванлăх туслăхне упраса хăварма пултарнă. Мускавра тĕпленнĕ пиччĕшĕ, унăн ачисемпе мăнукĕсем пирки те хăпартланса, вĕсен çитĕнĕвĕсемпе ÿсĕмĕсемшĕн чунтан савăннине палăртса каласа кăтартаççĕ. Асли çĕр-шывăн тĕп хулинче çемье çавăрса пурăнма юлнă, аппăшпе йăмăкĕ вара ашшĕ килĕн вучахне сÿнтермен. Ĕмĕрне мăшăрсăр ирттерекенсем пĕр-пĕриншĕн тĕрев, тĕрек пулса тăнă, ыррине те, усаллине те яланах пĕрле тÿссе ирттернĕ.

...Красновăсен çурчĕ чиркÿрен аякра мар вырнаçнă. Юля акка мана выльăх картинче кĕтсе илчĕ, ĕне сума хатĕрленетчĕ. «Мĕнле пурăнатăр?» - сывлăх суннă май кăсăклантăм. «Э-э-э... Пурнăçĕ лайăх халĕ, сывлăхĕ кăна пултăр. Пенси вăхăтра параççĕ, выçă лармастпăр. Ĕлĕкрех вара...» - калаçăва хутшăнчĕ пÿртрен тухнă Вера акка. Çав ÿсĕмри мĕн пур çынпа танах вĕсем те сахал мар хура-шур курнă çав. Арçын вырăнне те тар юхтарнă, хĕрарăм ĕçĕнчен те пăрăнман. Асли колхозра, шкулта тирпейлÿçĕре ĕçленĕ, кĕçĕнни çĕвĕçре вăй хурса тивĕçлĕ канăва тухнă. Хĕрарăмсем хăйсен вăйĕпе пÿрт лартнă, вити-хуралтине çĕнетнĕ... Ку, манăн шухăшăмпа, арçыннăн ĕнси-пилĕкне те аванах авакан йывăрлăх. Чăваш хĕрарăмĕ вара тÿсет... «Атте те пурăнатчĕ-ха ун чухне. Пÿрт кивелсе çитнĕ, çĕннине лартма шухăшларăмăр. Çав çул тата цемент та, юман та çук, - аса илеççĕ кинемейсем. - Паллакансем пулăшнипе аран-аран тупкаларăмăр. Вăхăт вăхăтпа кăна касаççĕ тет-и çав йывăçа? Колхоз председателĕ вăрман илсе тухма трактор та памарĕ. Нушаланнă çав. Халĕ ырлăхра пурăнатпăр. Газ кĕртнĕ, урамра пылчăк çăрăлмасть, картишĕнчех пусă. Тата мĕн кирлĕ?»

Çулĕсем малаллах шăваççĕ пулин те аппăшĕпе йăмăкĕ çын пулăшасса кĕтсе лармаççĕ. Хăйсемех утă-улăм хатĕрлеççĕ, пахча çимĕç ÿстереççĕ, ытти ĕçпе аппаланаççĕ. Тĕнчери, çĕр-шыври çĕнĕлĕхсемпе кăсăкланаççĕ. «Хаçат вуламасăр, телевизор пăхмасăр пĕр кун та иртмест», - теççĕ вĕсем.



"Хыпар"
18 апреля 2012
00:00
Поделиться
;