Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Аталанма пулăшаççĕ

Федерацин Атăлçи округĕн ытти регионĕпе танлаштарсан Чăваш Енре уйрăм предпринимательсем йышлăрах: 1000 çын пуçне - 32.

Раççейре тата округра - 20. Çав вăхăтрах пирĕн 1000 çын пуçне пĕчĕк тата вăтам предприятисен 10 тытăмĕ кăна. Округăн вăтам кăтартăвĕ те çавнашкал. Раççейре ытларах - 12. Пирĕн çак шайран иртмелле. Бизнес вăйлăрах аталанни пуриншĕн те лайăх. Уйрăмах - районсенче. Шупашкартипе танлаштарсан вĕсенче пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе сарма йывăртарах. Юридици сăпачĕн е уйрăм предприниматель свидетельствине налук инспекцийĕнчен илесси вăраха каймĕ. Ку татса парайман ыйту мар. Офис, пуçламăш капитал хывасси çинчен шухăшлама пуçласан вара ума чăрмав тухса тăрать. Бизнес çулĕ çине тин çеç тăнисем ĕç пÿлĕмĕ тара илнĕшĕн нумай тÿлеймеççĕ. Чи малтанах вĕсен производство пуçармалла. Экономика министерстви республикăн бизнес инкубаторне 2006 çулта никĕсленĕ чухне шăпах çак шухăша тĕпе хунă. Унта 228 предприниматель валли ĕç вырăнĕ туса панă.

Муркаш районĕнче 123 пĕчĕк тата 9 вăтам предприяти, 837 уйрăм предприниматель. Вĕсем районти вăй питти çынсен 25 процентне пĕрлештереççĕ. Бизнес пуçласа ярас текенсем халĕ те йышлă. Анчах офис, оборудовани, пĕрле ĕçлеме специалистсем çукки ура хурать. Çывăх вăхăтра Муркашра та бизнес инкубаторĕ хута кайĕ. Производство йĕркелеме 12 вырăн, 15 офис, конференци залĕ тунă. Бизнес инкубаторĕн ертÿçи Евгений Субботин пĕлтернĕ тăрăх - унта 70 çынна явăçтарасшăн.

ЧР Министрсен Кабинечĕ Элĕк ялĕнче те бизнес инкубаторĕ уçма йышăннă. Унăн çуртне хăпартма республика хыснинчен укçа уйăрнă. Ку объекта Элĕксем лайăх пĕлеççĕ. Ăна 1993 çултах тума пуçланă. Малтан унта Раççей перекет банкĕн уйрăмне тата район администрацийĕн темиçе пайне вырнаçтарасшăнччĕ. Строительствăна укçа вырăнти хыснаран тата банкран куçарнă. Каярахпа хăй тытăмлăх органĕ çурта пĕчченех çĕклеме тăрăшнă. 2009 çулта ăна муниципалитет харпăрлăхне илнĕ. Предпринимательсем валли унта 35 ĕç вырăнĕ, конференц-зал, апатланмăш, йăла пÿлĕмĕсем тума палăртнă. «Офиссене йÿнĕрех хакпа тара паратпăр, - пĕлтерчĕ район администрацийĕн строительство пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Александр Терентьев. - Объекта кăçал ĕçе кĕртмелле».

«Элĕксем сăмаха çилпе вĕçтермеççĕ-ши?» - текелесе çурта кĕрсе куртăмăр. Унăн стенисене хăпартнă, тăррине витнĕ, чÿречисене лартнă. Унта газ, шыв пăрăхĕсене вырнаçтарнă. Объекта хутса ăшăтмалли оборудовани илсе килнĕ. «Арка» общество строителĕсем стенасене растворпа якатаççĕ.

Чăнах та, тумалли ĕç нумаях мар. Тĕллеве пурнăçлама федераципе республика хыснинчен 29,3 миллион тенкĕ куçарасса кĕтеççĕ. Çулталăк вĕçлениччен Элĕкре бизнес инкубаторĕ уçăласса шанатпăр. Вăл вырăнти предпринимательсене çирĕпленме пулăшĕ.

Экономика министерствин ертÿçисем Канашра та çавнашкал инкубатор йĕркелесси çинчен сăмах пуçарчĕç. Ĕçе вĕçне çитерсен тем пекехчĕ. Пуçарăва Патăрьелпе Сĕн­­­тĕ­­р­­вăрри районĕсенче те ырласа йышăннă.

2009 çулта республикăра тепĕр бизнес инкубаторĕ - «Интеграл» технопарк - хута кайрĕ. Çĕнĕ Шупашкарта вăл вун-вун пĕчĕк тата вăтам предпринимателе тавар туса кăларма май туса пачĕ. ЧР Министрсен Кабинечĕ ăна никĕслесси çинчен ятарласа йышăну кăларчĕ. Объекта çĕклеме 2008 çултах хыснаран 10 миллион тенкĕ уйăрчĕ. Хулари предприятисен производствинче унăн тÿпи ­­­ÿ­с­­се пыни савăнтарать.



"Хыпар"
21 апреля 2012
00:00
Поделиться
;