Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пурнăç таппинчен юлмасăр

Ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче республикăра пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртнĕ. Пирĕн района Чăваш Республикин сывлăха сыхлас ĕç тата социаллă аталану министрĕн çумĕ И.П.Ефимова килнĕ. Вăл район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕпе Л.М.Никитинăпа Элĕк ял тăрăхĕнчи старостăсемпе тĕл пулнă.Л.М.Никитина пухăннисене çурхи уй-хир ĕçĕсене хатĕрленесси мĕнле пынипе паллаштарнă. Кăçал районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсен тĕш тырă культурисене 8238 гектар акмалла. Çĕр улмине мĕнпур йышши хуçалăхсенче 2315 гектар лартмалла. Минераллă удобренисем 731 тонна кирлĕ, вĕсене 735 тонна янтăланă.

ЧР сывлăха сыхлас ĕç тата социаллă аталану министрĕн çумĕ И.П.Ефимова республикăра сывлăха сыхлассине модернизацилесси мĕнле пыни çинчен каласа панă. Модернизаци программин мероприятийĕсене пурнăçласа республикăра 2011 çулта халăх йышĕ чакни 40,7 процентпа танлашнă, çынсем вилесси 6,9 процент, аманасси 15,5 процент, çав шутра çул-йĕр çинче сусăрланасси 15,9 процент чакнă.

2012 çулта 100 çынран сахалтарах пурăнакан ялсенче пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ паракан 107 кил хуçалăхĕ йĕркелеççĕ. 2011-2012 çулсенче сывлăха сыхлакан 25 учреждение (çав шутран 10-шĕ – ялсенчисем) тĕпрен юсаççĕ. Çак ĕçсене пурнăçлама 812,7 миллион тенкĕ уйăраççĕ. 2011 çулта сывлăха сыхлакан 16 учрежденири 24 объекта тĕпрен юсанă.

Ирина Петровна çавăн пекех Чăваш Республикинче ачасем вилессине чакарас мерăсем çинче чарăнса тăнă.

Элĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Н.Ефремов тирпей-илем кĕртес ĕçсем мĕнле пыни çинчен каласа панă. Александр Николаевич кăçал çул-йĕрсене юсас ĕçсене пурнăçлассине, ачасен вылямалли лапамсене вырнаçтарни çинчен пĕлтернĕ.

Кун хыççăн информаци ушкăнĕ районти тĕп больницăра ĕçлекенсемпе тĕл пулнă. Унта пĕрлĕхлĕ информаци кунĕн темине сÿтсе явнă, ыйтусене хуравланă.


"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
21 апреля 2012
00:00
Поделиться
;