Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Халăх шанăçне тÿрре кăларать

Элĕк районĕнчи "Элĕк-Килĕшÿ" кредит кооперативĕ ĕçе пуçăннăранпа кăçал 9 çул çитрĕ. Çак тапхăрта вăл халăхра тивĕçлĕ вырăн тупнă. "АПК аталанăвĕ" наци проекчĕн тĕллевĕсемпе килĕшÿллĕн кредит кооперативĕ районти аграри секторĕн аталанăвне курăмлă тÿпе хывать. Ăна йĕркелекенĕсенчен пĕри - Геннадий Соколов.

Çак тапхăрта Геннадий Петрович кооператив тилхепине ăнăçлă тытса пынă. Пĕрремĕш утăмсене вĕсем 7 çынлă йышпа тунă, 2003 çул вĕçнелле вĕсен хисепĕ вун çичче çитнĕ. Çулсерен йыш ÿсме тытăннин сăлтавĕ - халăх шанăçне тÿрре кăларни. Кредит кооперативĕ пулăшу мелĕсемпе ял хуçалăх предприятийĕсене, хресчен-фермер хуçалăхĕсене тата хушма хуçалăха аталантаракансене тивĕçтерет. Сăмахран, выльăх-чĕрлĕх ăратлăхне çĕнетме тата пысăк пахалăхлă вăрлăх, ял хуçалăх техники тата сĕрмелли-çунтармалли материалсене туянма, ферма çурчĕсене тĕпрен юсама е çĕнĕрен тума тата ытти те.

Юлашки çулсенче çĕр-шывра тĕрлĕ банкпа кредит кооперативĕ йышланчĕç. Анчах ял çыннин интересĕсене шута илсе укçа-тенкĕ ыйтăвне кĕске вăхăтра татса параканни сахал. Чи кирли - клиентсене паракан пулăшу мелĕсем икĕ енĕшĕн те усăллă пулни. "Элĕк-килĕшÿ" кооператив çакна тĕпе хурать те. Кунта кашни çыннăн ыйтăвне тарăннăн тишкереççĕ.

Уставпа килĕшÿллĕн кооператив членĕсем правлени отчетне итлеççĕ. Уполномоченнăйсен кăçалхи пухăвĕнче правлени отчетне тишкернисĕр пуçне суйлав ыйтăвне те пăхса тухрĕç. Кооперативăн çулталăкри ĕç-хĕлĕпе тата кăçалхи тĕллевĕсемпе правлени председателĕ Геннадий Соколов паллаштарчĕ:

- 2011 çулта "Элĕк-Килĕшÿ" ял хуçалăх кредит кооперативĕ 746 килĕшÿ турĕ, вăл шутра - 356 уйрăм çынсен укçи тенкине йышăнассипе çыхăнни, 390 - кивçен укçа панипе. Иртнĕ çул килĕшÿ тăвасси палăрмаллах ÿсрĕ.

Пирĕн пулăшупа усă куракан та йышланчĕ. Сăмахран, кивçен укçа илекенсенчен 321 килти хушма хуçалăха аталантарма килĕшÿ турĕç.

Элĕк тăрăхĕнче хресчен-фермер хуçалăхĕ сахал мар. Вĕсен ертÿçисем те пирĕнпе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ. Иртнĕ çул 9 килĕшÿ турăмăр. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе 22 килĕшĕве алă пусрăмăр.

Шанчăклă клиентсене пĕчĕкрех процентпа кредит паратпăр. Хальхи вăхăтра хушма хуçалăха аталантаракансем ытларах выльăх-чĕрлĕх туянма е вĕсене усрамашкăн хуралтă тума кивçен укçа илеççĕ. Хресчен самана таппипе тан утма тăрăшни çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртме хистет. Çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртме укçа-тенкĕ те сахал мар кирлĕ. Пирĕн кредит кооперативĕ вĕсене яланах пулăшма хатĕр. Чи пахи - пĕрре килĕшÿ тунисем тепрехинче те кунтах килеççĕ. Пирĕн условисем вĕсене тивĕçтереççĕ. Кооператив йĕркеленнĕренпе пирĕнпе тачă çыхăну тытакансен йышĕ те пĕчĕк мар. Тени ял тăрăхĕнче пурăнакан Надежда Алексеева малтанах мунча тума кредит илчĕ, унтан - кил-çуртне тĕпрен юсаса çĕнетрĕ, каярах вите-лупас турĕ. Асаматра пурăнакан Вера Иванова выльăх-чĕрлĕх туянма пулăшу ыйтрĕ. Шĕнтрешри Ольга Тихонова кредит кооперативĕн витĕмĕпе ĕне туянчĕ. Мăн Вылăри Олимпиада Васильева нумай çул ÿсекен курăк вăррисем туянчĕ, унччен те пирĕн урлă выльăх-чĕрлĕх илнĕччĕ. Коракассинчи Лазарь Николаев çăмăл автомашинăллă пулчĕ.

Юлашки вăхăтра çынсем чир-чĕртен сывалма та пирĕн пулăшупа усă кураççĕ. Кил-çурт валли пысăк япаласем туянма та тепри тÿрех мехел çитереймест. Пурнăçри паллă пулăма, юбилей е туй ирттерме те пирĕн пулăшу вырăнлă. Аслă шкулта вĕреннĕшĕн тÿлеме те сахал мар укçа-тенкĕ кирлĕ. Ашшĕ-амăшĕ тепĕр чухне тÿрех укçа тупаймасть паллах. Ачисене пулăшма тăрăшакансем пирĕн патăмăра килеççĕ. Эпир вĕсен ыйтăвне татса пама тăрăшатпăр.

Ял хуçалăхĕнче вăй хуракансене кĕске хушăра сĕрмелли-çунтармалли материал е тĕрлĕ им-çам туянма, ял хуçалăх техники илме те пулăшатпăр. Çулсерен иртекен "Виръял шевлисем" фестивале, районти ĕçпе юрă уявне ирттерме укçа-тенкĕ уйăратпăр.

Пирĕнпе тачă çыхăнса пуçаруллă ĕçлекен кооператив членĕсене - "Алмаз" ТЯО ертÿçине Геннадий Денисова, "Журавлев ХФХ" ертÿçине Владимр Журавлева тата Ураскилт ял тăрăхĕн пуçлăхне Эдуард Козлова тав тăватăп. Правлени членĕсем те хисепе тивĕç. Кооперативăн сăнав Канашĕн членĕ Николай Никифоров та кулленхи ĕçре пулăшать.

"Элĕк-Килĕшÿ" кредит кооперативĕ республикăра та малтисен ретĕнче. Иртнĕ çулхи ĕç-хĕл кăтартăвĕпе Раççей шайĕнчи рейтингра 44 вырăнта, пирĕн кооператив экономика лидерĕн сертификатне тивĕçнĕ. Геннадий Соколова "Çулталăк бизнесменĕ" хисеплĕ ятпа пĕрле "Экономика çăлтăрĕ" орден панă.

Кооператив ÿсĕмĕнче Оксана Федорова тĕп бухгалтерпа кредит инспекторĕн Альбина Спиридоновăн тÿпи те пысăк. Вĕсен ĕçĕпе правлени членĕсем кăна мар, кооперативри кашни çын кăмăллă.



"Хыпар"
24 апреля 2012
00:00
Поделиться
;