Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çĕнĕ техника туянаççĕ

Каламасăрах паллă, тин çеç туяннă машина-тракторпа ĕçлеме те меллĕ, пахалăх та лайăх. Районти хуçалăхсем хăйсен машина-трактор паркне кашни çулах çĕнетсе тăраççĕ. Кăçал та акă районти аграрисем 3677,9 пин тенкĕлĕх техника туяннă. Çак шутран 1909,4 пин тенкĕлĕх – хăйсен вăйĕпе, 1768,5 пин тенкĕлĕх – инвестици укçи-тенкипе. «Новый путь» ял хуçалăх производство кооперативĕ машина-трактор паркне тăтăшах çĕнетет. Анчахрах сурăмсем 589,4 пин тенкĕлĕх техника илсе килнĕ. Ульянов ячĕллĕ хуçалăх КамАЗ автомашина туяннă. Ю.Никифоровпа Л.Степанов фермерсен хуçалăхĕсенче те хăйсем тин кăна сутăн илнĕ МТЗ-82 «Беларусь» тракторсем ĕçлеççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
25 апреля 2012
00:00
Поделиться
;