Чи нумай вулакансене чысланă
Кăçалхи апрелĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикин Наци библиотекинче «Литературăллă Чăваш Ен: 2010 çулхи чи нумай вуланакан кĕнеке» конкурс çĕнтерÿçисене савăнăçлă лару-тăрура чысларĕç. Кăçал Элĕкри тĕп библиотека «Конкурс йĕркелекен чи лайăх библиотека» номинацире каллех çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Вулавăша 1-мĕш степеньлĕ дипломпа тата хаклă парнепе чысланă. Республикăри жюри «Чи нумай кĕнеке вулакан» номинацире çаксем çĕнтернĕ тесе палăртрĕ. Марфа Степанова – Чăваш Сурăмĕнчи ялти библиотека вулаканĕ. Унăн вулав стажĕ 60 çул ытла. Александр Андачков – Мăн Вылăри библиотека вулаканĕ. Вăл Мăн Вылăри вăтам шкулăн 4-мĕш класĕнче вĕренет, çулталăкра 417 кĕнеке вуласа тухнă. Анастасия Дубинина – Элĕкри ача-пăча библиотекин вулаканĕ. Вăл Элĕкри вăтам шкулăн 4-мĕш класра вĕренекенĕ, çулталăкра 303 кĕнеке вуланă.