Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Хĕрсем - ăста футболистсем

«Хĕлхем» физкультурăпа спорт комплексĕнче хĕрсен командисем мини-футболла выляса тупăшрĕç. Чи хастаррисем , чи пултаруллисем ăмăртрĕç унта. Çивĕч те интереслĕ вăйăсене Элĕк, Ехремкасси, Тавăт, Тени, Чăваш Сурăмĕнчи ял тăрăхĕсемпе Элĕк шкулĕнчи хĕрсен командисем хутшăнчĕç. Кашниех хăйĕн ăсталăхне туллин кăтартма тăрăшрĕ. Чи вăйлисем Элĕк шкулĕнче вĕренекенсем пулчĕç. Иккĕмĕш вырăнта – Элĕк тăрăхĕн команди, Чăваш Сурăм ял тăрăхĕнчи хĕрсем – виççĕмĕшсем.

Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене хисеп хучĕсемпе тата асăнмалăх парнесемпе чысларĕç.

 

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
28 апреля 2012
00:00
Поделиться
;