Механизаторсем опытлă
Ял çыннин çулталăкăн нихăн вăхăтĕнче те канлĕх çук. Кулленех хĕрÿ ĕçре. Хĕл кунĕсенче авă çуракине хатĕрленсе тĕштырра алласа, вăрлăха кондицие çитернĕ. Ыран-паян акана тухиччен техникăна çирĕп тĕрĕслетпĕр. «Новый путь» хуçалăхăн Юлăш уйрăмĕнче çуракине тăватă трактор хутшăнать. Техника юсавлă. Пурин штурвалĕ умĕнче те опытлă механизаторсем. Владимир Константинов, Алексей Сорокин, Александр Иванов, Александр Данилов хуçалăхра чылай çул ĕçлеççĕ. Гусеницăллă икĕ трактора та çуракинче усă курасшăн. Пĕрне Виталий Багрова, теприне Анатолий Волков çамрăка шанса панă. Унăн ĕç стажĕ пĕчĕкрех, çавăнпа аслă ĕçтешĕсен ăсталăхне хăвăртах ăса хывать вăл. Техникăна çирĕп, юсавлă тытать. Çавăн пекех Александр Филипповăн тÿпи те пысăк. Слесарь «хурçă ут» хуçисемпе пĕрлех çуракишĕн яваплă.
Тĕштырă культурисене Юлăш уйрăмĕнче
Ĕççине тухма культиваторсемпе сеялкăсем те хатĕр. Кăçал та çуракине хутшăнакан водительсемпе механизаторсене вĕри апатпа тивĕçтерессине палăртнă.
Шел пулин те, пĕр трактор çине механизатор çитмест. Турипе Анатри Юлăшсенче трактор удостоверениллĕ яшсемпе арçынсем çук теместĕп-ха. Пур, анчах темшĕн хуçалăх ĕçне хутшăнасшăн мар. Яваплăхран хăраççĕ-ши;