Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Чи нумай балл пухма пултарнă

Шупашкарта ачасемпе çамрăксен пултарулăхĕн керменĕнче республикăри чи пултаруллă класс ертÿçисен конкурсĕнче çĕнтернисене чысланă. «Чи класслă класс ертÿçи» конкурса 12 районпа Шупашкар, Канаш, Çĕмĕрле хулисенчи шкулсенче вĕрентекенсем хутшăннă. Вĕсем «Чи лайăххи» ята çĕнсе илессишĕн тĕрлĕрен конкурссенче виçĕ кун ăмăртнă. Финала пуринчен нумайрах балл пухса кашни тăватă ушкăнран 4-шар конкурсант тухнă. Вĕсен шутĕнче Ураскилт шкулĕнчи улттăмĕш класс ертÿçи, историпе географи тата обществознани вĕрентекен Алевтина Федоровна Лаврентьева та пулнă.

Пĕтĕмлетÿ конкурсĕнче финалистсем общество пĕлтерĕшлĕ çивĕч ыйтусене уççăн сÿтсе явнă. Йĕркелÿ комитечĕ конкурс çĕнтерÿçине палăртнă. Тупăшура чи нумай балл пухса Алевтина Лаврентьева мала тухнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
04 мая 2012
00:00
Поделиться
;