Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пирĕн паттăрлăх – юнра

Иртнĕ вăрçăра совет халăхĕ мĕн чухлĕ хĕн-хур, асап тÿсмерĕ-ши;Элĕк тăрăхĕнчи вуншар салтакпа офицер нимĕç çарне хамăр çĕршывран хăваласа ярса Европăри хуласемпе ялсене ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă, Берлина тытса илессишĕн пынă çапăçусенче Тавăтри Иван Николаевич Николаев та хастарлăхпа паттăрлăх кăтартнă.

Çирĕм çулхи Ивана Çĕмĕрлере ĕçленĕ вăхăтра салтака илсе каяççĕ. Ун чухне 1941-мĕш çул пуçланнă кăна-ха, вăрçă шăв-шавĕ илтĕнмен. Воронеж хулинче службăна ирттернĕ чухне ăна ытти салтаксемпе пĕрле фронта илсе каяççĕ. Унччен малтан вăрçă пуçланнă кун присяга тыттараççĕ. Хыççăн тин тăшмансемпе хирĕç çапăçма Псков облаçĕнчи Великие Луки хулана ăсатаççĕ. Иван Николаевич та пулнă салтаксем хушшинче. Хулана кĕрессишĕн нимĕçсем мĕн кăна туман-ши; Пирĕннисем çав-çавах парăнман, нимĕç салтакĕсене хупăрласа илме пултарнă. Вĕсене хуларан кăларса янă. Каярахпа вырăс салтакĕсенчен хăшĕ-пĕрисене разведкăна Владимир хулине янă. «Разведкăра çÿренĕ чух эпĕ нимĕçе хирĕç куçа-куçăн тăрса курнă», – аса илчĕ И.Николаев.

1941 çул. Декабрĕн улттăмĕшĕнче пирĕн салтаксене вăрман витĕр Руза хулине янă. Çул çинче салтаксен виллисем купи-купипе выртнă. «Пуç тăрринче нимĕç самолечĕсем вĕçетчĕç. Минăсем пăраха-пăраха пире малалла кайма чăрмав кÿретчĕç», – аса илчĕ ветеран. Çав çавах палăртнă вырăна çитнĕ салтаксем.

Акă пĕррехинче разведкăна тухсан çÿл тÿпере тăхăр нимĕç самолечĕ курăнса кайнă. Командир салтаксене пÿртрен вăрмана тухма ыйтрĕ. «Пуля лекесрен вăрман тăрăх чупкаларăм- чупкаларăм та пĕр вырăна выртрăм. Нимĕçсем бомба пăрахса пĕтерсен çеç кайрĕç. Çул çине тухрăм та пирĕн икĕ лаши те вилнĕ иккен. Салтаксем те сывă юлманпа пĕрех. Командир та çухалнă. Хамăрăннисем патне кайма тапрантăм çеç, хурăн хыçĕнчен пĕр нимĕç пулеметран пеме пуçларĕ. Пуçа çĕклеме те май çук. Çав çавах кирлĕ вырăна çитрĕм», – каласа парать ĕнерхи салтак.

Каçсерен нимĕçсем тапăнса килсе чарăнмасăр минометран пенĕ. Пĕрре сыхăра тăнă чухне ăна автоматран персе амантнă. Мускав çывăхĕнчи Липовка ялĕнчи санитари чаçне ăсатнă. 1942 çулта пулнă ку ĕç. Çав çулах вĕсене Мускавран эвакуаци мелĕпе илсе тухнă та Çĕпĕре янă. Красноярскри Учум курортĕнче аманнă салтаксене пылчăкпа сипленĕ. Сывалнă хыççăн запас полкне куçарнă. Иван Николаевича сержанта çирĕплетнĕ. Унтан полкпа пĕрле Ленинград фронтне янă. 1942-мĕш çултан пуçласа 1944 çулччен Ленинград блокадинче çапăçнă Иван Николаев. Чылай ялсемпе хуласене ирĕке кăларнă. 1944 çулхи январь уйăхĕнче пирĕн салтаксем нимĕçсене Пушкино еннелле хăваласа пынă. Иван Николаевич çыхăнушăн яваплă пулнă. Кириллов салтак лини пăхма кайсан унпа çыхăну çухалнă. Çавна май Иван Николаевич лини пралукĕсене хăй сыпма кайнă, çавăн чухне каллех аманнă. Ярослав облаçĕнчи Ростов хулинчи госпитале сывалма яраççĕ ăна. Ун хыççăн вăрçă ветеранĕ таçта та çитсе курнă. Украинăра та çапăçнă, Польшăна та ирĕке кăларнă. Германи çĕрĕ çине те кĕнĕ. Кунта виççĕмĕш хут аманнă Тавăт çынни. Берлинти госпитальте сипленнĕ.

Çамрăк вăрçăран 1946-мĕш çулта майăн 13-мĕшĕнче киле таврăннă.

1947 çулта Тавăт хĕрне качча илнĕ. Антонина Михайловнăпа Иван Николаевич пурĕ çичĕ ачана çуратса ÿстернĕ. Паянхи кун, шел пулин те, вĕсенчен пиллĕккĕшĕ çеç пурăнаççĕ.

И.Николаевăн мăшăрĕ вăтăр пиллĕк çул шкулта кĕçĕн классене вĕрентнĕ. Мăшăрсем пĕрле шăкăл-шăкăл калаçса пурăнни 65 çул та иртрĕ.

Иван Николаевич яш чухне балалайка калама юратнă. Халĕ те ăна алла тытать. Ачи-пăчипе тăванĕсене каласа савăнтарать.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
04 мая 2012
00:00
Поделиться
;