Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пултаруллисене - стипенди

Районти шкулсенче пултаруллă та талантлă вĕренекенсене тупса палăртас тата пулăшас тĕллевпе райадминистраци пуçлăхĕн А.Куликовăн ятарлă йышăнăвĕпе ятран тивекен 7 стипенди çирĕплетнĕ. Ăна çаксем тивĕçнĕ: Элĕк шкулĕнче 6-мĕш класра пĕлÿ илекен Ирина Петухова, Вутлан шкулĕнчи 6-мĕш класра вĕренекен Виктория Трофимова, Вутлан шкулĕнчи 9-мĕш класри Сергей Иванов, Йăлкăш шкулĕнчи 5-мĕш класри Евгений Свистков, Юнтапа шкулĕнчи 10-мĕш класри Татьяна Федорова, Ураскилт шкулĕнчи 8-мĕш класри Евгений Федоров, Питĕшкасси шкулĕнчи 8-мĕш класри Руслан Николаев.

Асăннă çамрăксем ятран паракан стипендие кăçалхи майăн 1-мĕшĕнчен пуçласа 2013 çулхи февралĕн 28-мĕшĕччен илсе тăрĕç.


"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
11 мая 2012
00:00
Поделиться