Паянхи çитĕнÿ чикĕ мар
Ăратлă выльăх – кĕтÿ тĕрекĕ, тенĕ. Çак каларăша тĕпе хурса ĕçлеççĕ те «Новый путь» хуçалăхра. Пур фермăсенче те ăратлă выльăхсем кăна тытаççĕ. Çавна май тупăшне те илеççĕ.Кĕтĕве çĕнетсех пырасси хăйне май кăткăс та яваплă ĕç. Кунта наука вĕрентнине тĕпе хурса тимлесен кăна ÿсĕм тума пулать. Ăнăçлăх специалистсен пуçарулăхĕпе çаврăнăçулăхĕнчен уйрăмах нумай килет. «Новый путь» хуçалăх фермисенче вара опытлă та пултаруллă çынсене шаннă та ăратлăх енĕпе ĕçлеме. Иван Петрович Николаев тĕп зоотехник ертсе пынипе, уйрăм зоотехник-селекционерсем тимленипе ĕçсем кал-кал пулса пыраççĕ те. Учетпа отчет ĕçĕсем те ума тĕкĕр çинчи пекех тухса тăчĕç.
Пĕрремĕш кварталти кăтартусене тишкерсен, ĕне выльăхсем пурĕ 1067 пуç пулни курăнчĕ. Çав шутран ĕнесем 400, пушмак пăрусем – 276, 12 уйăхран пуçласа 18 уйăха çитичченхисем 90 пуç. Иртнĕ виçĕ уйхра 104 ĕне, пушмак пăрусем 20 пăруланă. Çапла вара пĕтĕмпе 124 пăру илнĕ. 100 ĕне пуçне илсен, ĕнесенчен 26 пăру, тынасенчен 5 пăру илни паллă.Фермăсенче ĕнесене вăхăтра чуптарса хăварасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Апрелĕн 1-мĕшĕ тĕлне илсен, пĕтĕ ĕнесем пурĕ 250 пуç шутланаççĕ. Малтанах пĕлсе тăраççĕ: кăçал 240 пуçран кая мар пăру илес шанăç пур. Паллă ĕнтĕ, ĕнесене искусственнăй майпа кăна пĕтĕмлентереççĕ.
Ăратлă ĕнесен продуктивлăхĕ те пысăк. Иртнĕ виçĕ уйăхра кашни ĕнерен
Фермăсенче тăтăшах контроллĕ сăвăмсем ирттереççĕ, сĕтри çу хисепне те шута илсех тăраççĕ. Çав кăтартусем вара ĕнесене кирлĕ пек хаклама май параççĕ. Кĕскен каласан, хуçалăхра сĕтсĕр ĕнесене вуçех те тытмаççĕ. Пĕрремĕш кварталта ăратлă тынасене пурĕ 15 пуç сутнă.
Сысна ферминче те ăратлă выльăхсем ĕрчетессипе ĕçсем кал-кал пыраççĕ. Ку енĕпе ĕçлекен районти пĕртен-пĕр Шĕвĕш ферминче апрелĕн 1-мĕшĕ тĕлне сыснасем 897 пуç. Ку хисепрен аçасем – 5, тĕп амасем – 56, тĕрĕслев ушкăнĕнчисем 74 пуç. Ама тума уйăрнисем – 94, самăртаканнисем 142 пуç пулни палăрчĕ.
Кунти ĕçченсем вырăнти кĕтÿ йышне çĕнетсе пынипех лăпланмаççĕ. Ăратлă выльăхсене ытти хуçалăхсене, уйрăм çынсене те сутаççĕ. Иртнĕ тапхăрта кăна 23 пуç реализациленĕ, çав шутран аçасем – 16, амасем – 7 пуç. Хуçалăхра сутлăх выльăхсем татах 60 пуç таранах. Кăçал ку таранччен халăха пурĕ 100 пуç ытла сутнă. Выльăхсен ÿт хушаслăхĕ те лайăх, талăкра 500-шер грамм ытла хушăнаççĕ.
«Новый путь» районти чи лайăх аталаннă хуçалăх. Паянхи çитĕнÿ чикĕ мар уншăн, малтан-малаллах пăхаççĕ, ÿсĕм хыççăн ÿсĕм тăваççĕ кунти ĕçченсем.