Пултарулăх конкурсĕнче çĕнтернĕ
Чăваш Республикин Вĕренÿ министерстви И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика университечĕпе пĕрле пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенче вĕренекенсем хушшинче «Мĕнрен пуçланать Тăван çĕршыв;» ятпа пултарулăх ĕçĕсен конкурсне йĕркеленĕ. Ăна Раççей историйĕн çулталăкне халалланă. Унта ялсемпе хуласенчи шкулсенче 10-11 классенче вĕренекенсен 80 ытла ĕçне тăратнă. Çĕнтерÿçĕсем хушшинче пирĕн районти шкулсенче вĕренекенсем те пур. Акă, Элĕк шкулĕнчи 11«а» класри Диана Петрова 2-мĕш степеньлĕ, Мăн Ямаш шкулĕнчи 10 класри Анна Евдокимова 3-мĕш степеньлĕ диплома тивĕçнĕ. Дианăпа Аня хăйсен хайлавĕсенче тăван тăрăхри ырă йăла-йĕркесем, историпе культура, тăван шкулти педагогсем çинчен каласа панă. Ачасене республикăри пултарулăх конкурсне хутшăнма тăрăшса хатĕрленĕшĕн Марина Леонтьевăпа Людмила Андреева вĕрентекенсене дипломсемпе чысланă.