Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Уй-хирте хăватлă трактор

Элĕк районĕнчи çĕр ĕçченĕсене пулăшма РФ Ял хуçалăх центрĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕнчен хăватлă трактор килнĕ. Хальхи вăхăтра 180 лаша вăйлĕскер С.П. Волковăн хресчен-фермер хуçалăхĕнче çĕр улми лартма çĕр хатĕрлессипе ĕçлет. Кăçал ку хуçалăхра «иккĕмĕш çăкăр» 260 га йышăнмалла. Çĕр улми лартассипе ĕçсем анлă сарăлнă. Техника çитсе пыман вăхăтра хăватлă техника уйăрса пани – районшăн пысăк пулăшу.

Çурхи уй-хир ĕçĕсем вĕçленсен Раççей ял хуçалăх центрĕн тракторĕ Питĕшкасси ял тăрăхĕн уйĕсене куçĕ, унта усă курман çĕрсене сухалама пуçлĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
16 мая 2012
00:00
Поделиться