Районти хуçалăхсенче çурхи уй-хир ĕçĕсем вăй илсех пыраççĕ. Майăн 18-мĕшĕ тĕлне илсен, çурхи тĕш тырă культурисене 3526 гектар (74 процент) акнă. Ку ĕçе «Новый путь» хуçалăх, «Алмаз», «Колос», «Агромир» обществăсем вĕçленĕ. Хĕрÿ тапхăрта «Витязь», «Надежда» обществăсем, «Авангард» хуçалăх юлса пыраççĕ, планпа палăртнă лаптăксене çуррине те акайман.
Хресчен-фермер хуçалăхĕсем çĕр улми лартассипе ĕçлеççĕ. Ку ĕçе планпа палăртнă 1255 гектар вырăнне 633 гектар (50 процент) пурнăçланă. С.Волков хуçалăхĕ малта пырать, çĕр улми 145 гектар (56 процент) лартнă. В.Журавлев хуçалăхĕнче те ĕçсем анлă сарăлнă, планпа пăхнă 250 гектар вырăнне 130 гектар (52 процент) лартнă.