Элĕк сали тасалса илемленет
Çурхи кунсем яланах уй-хир ĕçĕсене пурнăçланипе пĕрлех тавралăха тирпей-илем кĕртсе тасатнипе те паллă пулса тăраççĕ. Хальхи вăхăтра ку енĕпе Элĕк салинче те ĕçсем анлă сарăлнă. Район центрĕ кунран кун тасалса илемленет.
Иртнĕ эрне кун район администрацийĕн, Элĕк ял тăрăхĕн, РФ Пенси фончĕн районти уйрăмĕн, социаллă хÿтлĕх пайĕн, муниципалитет архивĕн, тĕп вулавăш ĕçченĕсем черетлĕ субботника кар тăрса тухрĕç. Район центрне симĕслетес тесе тăрăшсах ĕçлерĕç вĕсем. Субботника тухнисем А.Г.Николаев летчик-космонавт ячĕллĕ скверта чечексем лартрĕç. Кĕçех кунти клумбăсем бархатцсем, агератумсем, георгинсем, цинисем, алиссумсем тĕрлĕ тĕслĕ сăнпа ешерме тытăнĕç, иртен-çÿренсен кăмăлне çĕклесе савăнтарĕç.