Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çăмăл атлетсем ăмăртрĕç

Мăн Вылăри Василийпе Виктор тата Геннадий Семеновсене халалласа хăвăрт утассипе ăмăрту ирттересси йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Кашни çул ку яла республикăри спорта юратакансем пуçтарăнаççĕ. Кăçалхи ăмăртăва элĕксемпе пĕрлех Вăрнар, Канаш, Муркаш районĕсенчи 120 çăмăл атлет хутшăнчĕ.

Çамрăк спортсменсене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Э.Николаев, Викторпа Геннадий Семеновсем, тĕнче чемпионки А.Иванова, СССР спорт мастерĕ О.Андреев саламларĕç.

Тĕрлĕ дистанцире ăмăртрĕç хăвăрт утакансем. Элĕксенчен С.Кузикова, О.Максимова, Е.Александров, С.Егоров, Т.Порфирьева, Ф.Никитин, А.Скворцов, И.Соколов палăрчĕç. Çĕнтерÿçĕсене парнесемпе чысларĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
02 июня 2012
00:00
Поделиться
;