Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çырав кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕç

Район администрацийĕн актсен залĕнче 2010 çулхи Пĕтĕм Раççейри çыравра чи лайăх ĕçленĕ переписчиксемпе инструкторсене савăнăçлă лару-тăрура чысларĕç. Унта патшалăх статистикин Федераци службин Чăваш Республикинчи территори органĕн ертÿçин çумĕ М.Д. Дмитриев, район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Н. Куликов хутшăнчĕç.

Малтанах статистика службин районти органĕн тĕп специалисчĕ 2010 çулта иртнĕ çырав кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Çырав вăхăтĕнче пурĕ 115 ялта пурăнакан 18282 çынна шута илнĕ, вĕсенчен 8827-шĕ – арçынсем, 9455-шĕ – хĕрарăмсем. ЧР статистика органĕн ертÿçин çумĕ М.Д. Дмитриев район администрацине Пĕтĕм Раççейри çырава лайăх хатĕрленсе ирттернĕшĕн ăшшăн тав турĕ, А. Куликова «2010 çулхи Пĕтĕм Раççейри халăх перепиçĕ» асăну медалĕ пачĕ. Райадминистраци пуçлăхĕ Александр Куликов та переписчиксене çырав тапхăрĕнче ăнăçлă ĕçленĕшĕн, хастарлăх кăтартнăшăн тав турĕ. Çыравра чи лайăх кăтартусем тунисене медальсемпе тата Росстатăн хисеп дипломĕсемпе чысларĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
02 июня 2012
00:00
Поделиться
;