Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Тенисем ир тăраççĕ, ĕçре тар тăкаççĕ

Тени ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Галина Мурзакова вырăнти пурнăç пирки ыйтсан мĕн те пулин ыррине пĕлтеретех. Хальхинче те çаплах пулчĕ.

– Çĕнĕ урама электричество çути çитересси темиçе çул та канăç паман. Юлашки вăхăтра çине тăтăмăр та татăклă улшăну тума май килчĕ. Республикăри тата районти уйрăм службăсем пулăшнипе, хамăр тăрăшнипе электричество юписем çĕкленчĕç. Кĕçех регистраци свидетельствине илтĕмĕр те çĕнĕ çуртсен чÿречисем çутăпа ялкăшма пуçларĕç. Çутă кĕртсе пани Çамрăксен урамĕнче пурăнакансемшĕн Çĕнĕ çул парни пултăр тесе тимлерĕмĕр, – терĕ Галина Николаевна.

Ку тăрăхра çулленех çурт хыççăн çурт çĕкленет. Кăçал, акă, икĕ çемье çурт тунă. Выльăх-чĕрлĕх хуралтисене тăваттă хăпартнă. Вĕсене выльăх йышлă усрама май пултăр тесе пысăк çĕклеççĕ. Ку енĕпе çăмăллăхлă кредитсемпе анлă усă кураççĕ. Килти мотоблоксăр çемье çук та тейĕн Тени тăрăхĕнче, хăш-пĕрисен икшер те шутланаççĕ.

– Килти хушма хуçалăха аталантарассипе пирĕн пуçлăх ырă тĕслĕх кăтартать, – терĕç ял урамĕпе иртекен хĕр арăмсем.

Ăнланмалла, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Галина Мурзакова пирки сăмах пырать. Чăннипех те çапла иккен. Мурзаковсем хĕл кунĕсенче те икĕ ĕне сунă, вăкăрсем самăртаççĕ, сурăхсем, кайăк-кĕшĕкĕ йышлă вĕсен. Ку енĕпе кăна-и – сывă пурнăç йĕркине тытса пырассипе те палăрать ертÿçĕ. Наци кросĕ пырать-и е Раççей йĕлтĕр йĕрĕ ăмăрту – вырăнта кăна мар, районта та малтисен ретĕнче Галина Николаевна.

– Йĕри-таврара усă курман çĕр лаптăкĕсем пурри чун-чĕрене канăç памастчĕ. Халĕ ку енĕпе пăшăрханма сăлтав çук, – тет ял тăрăхĕн пуçлăхĕ.Ял çыннисем çĕр çинче çĕнĕлле ĕçлеме пуçланипе кăмăллă вăл. Хресчен-фермер хуçалăхĕсем вуннă таранах шутланаççĕ. Геннадий Исаев ертсе пыраканни çĕр улми туса илессипе ăнăçлă ĕçлет. Владимир Узянов хуçалăхĕ пирки те çавнах каламалла. Кунта «иккĕмĕш çăкăр» туса илнипе кăна çырлахмаççĕ, пахча-çимĕçсем те çитĕнтереççĕ. Пĕлтĕр, акă, купăста ăнса пулнă. Эренар ялĕнчи Владимир Варламов, Евгений Петров, Геннадий Капаров, Тенири Петр Емельянов хресчен-фермерсем те ял хуçалăх культурисене хÿхĕм ÿстерессишĕн вăй-хала шеллемеççĕ. Вĕсем хăйсемшĕн кăна мар, ял çыннисемшĕн те тăрăшаççĕ.

Пай çĕрĕсене арендăна илнĕ май, халăха тырăпа, улăмпа та тивĕçтереççĕ. Фермерсем ял çыннисене ĕç вырăнĕ тупма та пулăшаççĕ. Г.Исаев хуçалăхĕнче 14-15 çын вăй хурать пулсан, В.Узянов патĕнче 21 çын таранах. Владимир Николаевич хăй патĕнче ĕçлекенсене хавхалантарма та пĕлет, хаçат çырăнса парассипе пуçарулăх кăтартать, Çĕнĕ çул кучченеçĕпе те савăнтарать.

Тени тăрăхĕнчи фермерсем çĕр çинче ĕçленипе кăна мар, ытти енĕпе те палăраççĕ. Вадим Игнатьев, сăмахран, йывăç кăмрăкне туса кăларассине йĕркелесе янă. Леонид Терентьев вара килти хушма хуçалăхне аталантарассипе çăмăллăхпа усă курать, тавăрса памалла мар пособи илнĕ. Геннадий Соколов, яваплă вырăнта ĕçленипе пĕрлех, пĕчĕк ферма тытма та вăй-хал çитерет. Вун икĕ ĕнене выльăх-чĕрлĕхе пăхса усрассине пуян опыт пухнă Надеждăпа Юрий Хрисанфовсене шанса панă вăл. Фермăра ял çыннисен ĕнисене чуптарма ятарласа икĕ вăкăр тытаççĕ. Петр Петров ветеринари врачĕ вара ял халăхĕн ĕнисене искусственнăй майпа пĕтĕлентерессипе тимлет.

Ял çыннин ĕçпе кăна пурăнмалла мар-çке. Хăйне те пăхсах тăмалла, сывлăхне çирĕплетмелле. Ахальтен мар ĕнтĕ фельдшер-акушер пунктĕнчен çынсем татăлма та пĕлмеççĕ. Надежда Чернова тухтăрпа Алена Петрова санитарка халăха эмелпе кăна мар, ăшă кăмăлпа та сиплеççĕ.

Райпо лавккисем виççĕ. Кармалта уйрăм çыннăн «Надежда» лавкки уçăлнă. Эрнекунсерен ял çыннисене район центрĕнчен те килсе тĕрлĕ апат-çимĕç продукчĕсем сутаççĕ.

– Ял çыннисем чун апачĕсĕр те ан юлччăр тетпĕр. Вĕсем тĕрлĕ кăларăмсене ытларах çырăнни – пирĕн ĕçе пысăка хурса хаклани, – тет çыхăну уйрăмĕн ертÿçи Алина Иванова.

Юлашки вăхăтра культура çуртĕнчен информаципе культура центрĕ туса хунă. Виçĕ çынран тăракан йыша Людмила Васильева ертсе пырать.

Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ çынсем çине тимлĕх уйăрнине темиçе хутчен те асăнчĕ. Пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатассишĕн черетре тăракан ветерансем, тăлăх арăмсем 9-ăн шутланаçĕ. Галина Мурзакова вĕсенчен виççĕшне хваттерпе тивĕçтерни çинчен хыпарларĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
02 июня 2012
00:00
Поделиться