Çĕнтерÿпе таврăннă
Элĕкри вăтам шкулта ăс пухакан Людмила Шорникова иртнĕ кунсенче Санкт-Петербург хулинче «Белые ночи» Пĕтĕм Раççейри пауэрлифтинг енĕпе йĕркеленĕ турнира хутшăннă.
– Чăваш Республикинчен ăмăртăва виççĕн тухса кайрăмăр. Эпĕ тата Çĕрпÿрен икĕ хĕр ача, – пĕлтерет çамрăк спортсмен.
Тĕрлĕ çĕртен килнĕ 400-е яхăн çын пухăннă унта. 47 килограмлă виçене çитичченхи хĕр-хĕрарăмсен ушкăнĕнче вăй виçме тивнĕ Л.Шорникован. 24 спортсмен хушшинче пирĕн ентеш ятарлă упражненисене тĕрĕс, пысăк шайра пурнăçланă. Пысăк бал пухма пултарнă Людмила. Пауэрлифтингпа Раççей спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă.
– Турнира çĕнтерес, атте-аннене савăнтарас тĕллевпе тухрăм. Çитĕнÿ çинчен те малтан тренер тивĕçне пурнăçлакан аттене шăнкăравласа каларăм. Пушă вăхăтра Санкт-Петербург хулипе паллашрăм, – пĕлтерет Людмила Шорникова.
Унпа пĕрле пауэрлифтингпа ăмăртăва кайнă Çĕрпÿ хĕрĕсем малти вырăнсене йышăнайман.
Элĕк шкулĕнче çулсеренех спортсменсене йышлă хатĕрлеççĕ пулин те ку таранччен шкул историйĕнче ăс пухнă вăхăтрах спорт мастерĕн нормативне пурнăçланисем пулман.
Çавăн пекех çу уйăхĕн çирĕммĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкар хулинче пауэрлифтингпа ăмăрту иртнĕ. Унта Элĕк район чысне каллех Шорниковсем хÿтĕленĕ. Владимир Шорников спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçланă, иккĕмĕш вырăна тивĕçнĕ.
Элĕкри вăтам шкулта ăс пухакан Александр Шорников виççĕмĕш разряда тивĕçнĕ. 15-ри пиччĕшĕпе пĕрлех арена çине Жанна йăмăкĕ те тухнă. Хĕрача пауэрлифтингпа иккĕмĕш вырăн йышăннă, пĕрремĕш разряда пурнăçланă.
Элĕк команди пĕтĕмĕшле кăтартупа виççĕмĕш пулса тăнă.
Спортсменсен çитĕнĕвĕ тренер тăрăшулăхĕнчен, опытĕнчен чылай килет. Çамрăксене Петр Шорников хатĕрлет.