Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Чи лайăххисене палăртнă

«Авангард» хуçалăхра ĕнесене машинăпа сăвакансен тата выльăхсене искусственнăй майпа пĕтĕлентерекен осеменаторсен конкурсĕ иртнĕ. Унăн тĕллевĕ – професси ăсталăхне ÿстересси, чи лайăххисене палăртасси. Конкурса 9 çын хутшăннă.

Çивĕч тупăшура пĕрремĕш вырăна «Новый путь» хуçалăх доярки Ольга Алексеева йышăннă. Иккĕмĕш вырăнта та çак кооперативри Людмила Волкова. Виççĕмĕш вырăнта – «Авангард» хуçалăх доярки Роза Никифорова.

Ĕнесене искусственнăй майпа пĕтĕлентерекен осеменаторсен ăмăртăвĕнче «Новый путь» хуçалăхри Ольга Дубинина мала тухнă. Татьяна Гордеева иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Ураскилтри ветеринари участокĕн осеменаторĕ Лилия Калмыкова виççĕмĕш вырăн йышăннă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
06 июня 2012
00:00
Поделиться
;