Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ытларах çуралнă

Район администрацийĕн ЗАГС пайĕ иртнĕ пилĕк уйăхра граждансен пурнăçĕпе çыхăннă 297 акт çырнă. Çав тапхăрта пурĕ 92 ача çуралнă. Çакă, пĕлтĕрхи çав тапхăртипе танлаштарсан, 20 пепке ытларах. Çут тĕнчене 52 арçын ача тата 40 хĕрача килнĕ. 38 çемьере пĕрремĕш ача, 24-шĕ – иккĕмĕш, 20 çемьере – виççĕмĕш, 5 çемьере – тăваттăмĕш, 4 çемьере – пиллĕкмĕш, 1 çемьере – улттăмĕш тĕпренчĕксем хушăннă.

146 çын пурнăçпа ĕмĕрлĕхех сывпуллашнă, урăхла каласан, пĕлтĕрхинчен 15 çын сахалтарах вилнĕ. Уйрăммăн илсен, 76 арçын, 70 хĕрарăм çут тĕнчерен уйрăлнă. Арçынсен ĕмĕрĕ 60 çулпа, хĕрарăмсен 77 çулпа танлашни палăрчĕ.

Пĕлтĕр 38 çемье чăмăртаннă пулсан, кăçал – 24. Пĕрле пурăнма килĕшмен мăшăрсем 23 пулнă, иртнĕ çулхипе танлаштарсан, 2 çемье сахалтарах арканнă.


"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
09 июня 2012
00:00
Поделиться
;