Çуртсем çĕнелеççĕ
Чăваш Республикинче тăваттăмĕш çул ялсенче çĕнĕ çуртсем тăвассипе, киввисене юсассипе, тирпей-илем кĕртессипе хатĕрленĕ проекта пурнăçлас ĕçсем ăнăçлă пулса пыраççĕ. Ку енĕпе иртнĕ çул республикăри конкурсра Элĕк, Ехремкасси, Шĕмшеш ял тăрăхĕсем мала тухнă. Кăçал Ураскилт ял тăрăхĕ палăрнă.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ялсенче çĕнĕ çуртсем çĕклес, тирпей-илем кĕртес ыйтупа йышăннă Указне пурнăçласа, районта çак ĕçсем малалла пыраççĕ. Пилот проекчĕпе килĕшÿллĕн Ураскилтри вăтам шкул çуртне тĕпрен юсама пăхнă. Çакна валли 2 миллион тенкĕ укçа уйăрнă. Çак ялтах информаципе культура центрĕн çуртне те юсаççĕ. Кунти ĕçсене пурнăçлама пĕр миллион çурă укçа тăкакланать.