Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Парксенче - вулав вырăнĕсем

«Вулакан ял» проектпа килĕшÿллĕн Элĕк салинчи кану паркĕсенче вулав вырăнĕсене уçнă. «Вулакан парксем» виççĕмĕш çул ĕçлеççĕ ĕнтĕ. Çуллахи вулав залĕсем район центрĕнчи культурăпа кану паркĕнче, А.Г.Николаев летчик-космонавт ячĕллĕ паркра тата культурăпа кану центрĕнчи фонтан умĕнче хăйсем патне чĕнеççĕ. Вĕсенче кирек кам та самантрах вулакан пулса тăма пултарать. Куçса çÿрекен вулав залĕ çĕртме-çурла уйăхĕсенче ытлари кунсемпе эрне кунсерен 12-16 сехетсенче ĕçлет. «Вулакан паркăн» программи питех те пуян тата тĕрлĕ енлĕ. Кунта-кĕнеке куравĕсем, сĕнÿ-куравсем, кĕнекесемпе журналсен тишкерĕвĕсем, сак çинчи вулавсем, литература викторинисем, фотокуравсем, çамрăксем валли ку чухнехи çĕнĕлĕхсем тата ытти те. Вулав залĕнче сывă пурнăç йĕркине çутатакан, право, çемье ыйтăвĕсемпе çырнă, çамрăксене илĕртекен кĕнекесен куравĕсене йĕркелеççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
15 июня 2012
00:00
Поделиться
;