Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Тăванлăх туйăмĕ вăй хушать

Элĕк районĕнчи Йăлкăшра пурăнакан Кононовсене пĕлмен çын çук та пулĕ. Вĕсем ĕçченлĕхпе, хастарлăхпа ыттисенчен уйрăларах тăраççĕ. Леонид Николаевичпа Валентина Гурьевна 6 ывăл çуратса ÿстернĕ. Шел, пĕри пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă. Кононовсем ачисене пĕчĕкрен çăкăра хаклама вĕрентнĕ. Ялти вун-вун çамрăк шкул пĕтерсен хулана иленнĕ пулсан вĕсем хресчен ĕçне кăмăлланă. Тăватă пĕр тăван 10 çул каялла хресчен фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ. Паллах, ашшĕ ачисен шухăшне малтанах хирĕçленĕ, анчах каярах ырланă та. Çĕнĕ хуçалăха ертсе пыма кĕçĕннине, Сергей Леонидовича, шаннă.

Тĕрĕссипе, самана пирĕн пурнăçа çĕнĕлĕх пайтах кĕртрĕ. Ыррипе пĕрлех чуна ыраттараканни те палăрчĕ: сăмахран, тăванпа тăван хушшинче килĕшÿ сĕвĕрĕлме тытăнни. Анчах кунта пачах урăхла, тăванлăх туйăмĕ вăй илсех пырать, ÿсĕмлĕ ĕçлеме хавхалантарать. Çакна Леонид Николаевичпа тĕл пулнă хыççăн аван ăнлантăм. Вăл агроном специальноçне алла илсен ял хуçалăхĕнче сахал мар тăрăшнă. 1995 çулта Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн ятне тивĕçнĕ. Халĕ ывăлĕсене çĕр ĕç вăрттăнлăхĕсене ăша хывма пулăшать, сĕнÿ-канаш парать. Валентина Гурьевна бухгалтер ĕçĕсене йĕркелесе пырать, ывăлĕ-кинне вĕрентет.

- Тăван ялта колхоз панкрута тухсан çĕнĕ ĕçе кÿлĕнме шухăшларăмăр. Тăвансемпе канашланă хыççăн хресчен фермер хуçалăхĕ йĕркелерĕмĕр. Малтанхи утăмсем çăмăлах пулмасан та малаллах талпăнтăмăр, - палăртрĕ вăл. - Çулсерен 100 гектартан кая мар çĕре сухаласа акатпăр, выльăх-чĕрлĕх валли паха апат хатĕрлетпĕр. 2008 çулччен пирĕн 92 пуç ĕнеччĕ. «Дружба» хуçалăхăн фермине вăхăтлăха арендăна илнĕччĕ. Анчах панкрута тухнă хуçалăхăн пурлăхне йăлтах салатрĕç. Пирĕн те ĕнесене васкаса сутма тиврĕ. Халĕ 4-5 пуç ĕне-выльăх тата «романовский» ăратлă сурăхсем тытатпăр. Юлашки çулсенче 250 пуçа яхăн хур усрама пуçларăмăр. Ĕмĕт-тĕллев пысăк.

Ÿркенмен ăста пулнă теççĕ. Çак сăмахсем Кононовсене тÿрремĕнех пырса тивеççĕ. Ачаран ĕçе хăнăхтарсан пурăна киле мăнукĕсем те çĕр çинче ĕçлеме тытăнĕç-ха. Анчах паянхи пек мар, çĕнĕлле - ют çĕр-шыв технологийĕсене ăша хывса. Сăмахран, Голланди меслечĕпе çĕр улми çитĕнтереççĕ. Хальлĕхе хресчен фермер хуçалăхĕнче ăна 20 гектар лартнă.



"Хыпар"
15 июня 2012
00:00
Поделиться
;