Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çĕнĕ хуçалăх сурăхсем ĕрчетет

Ураскилтре хăй вăхăтĕнче обществăлла выльăх-чĕрлĕх çурчĕсене «Çĕнĕ ферма» тата «Кивĕ ферма» тесе уйăратчĕç. Халĕ кусем пирки аса илесси кăна юлнă ĕнтĕ. Ялта темиçе çул каялла çĕнĕ хуçалăх – «Золотое Руно» йĕркелени ырă улшăну. Кăçалхи кĕр кунĕсенче çак общество виçĕ çул тултарать. Ферма пулнă айлăмлă, сип-симĕс курăклă вырăна чи малтанах строительсем çитнĕ. Кивĕ витене тĕпрен юсаса çĕнетессипе тимленĕ вĕсем. Стенасене ăшă тытмалла тунă, урайне бетонласа хытарнă, тăррине те йăлтах улăштарнă. Эдуард Павлов ертÿçĕ пĕлтернĕ тăрăх юсав ĕçĕсенче 640 пин тенкĕ таранах тăкакланă.

– Çĕнетнĕ витене «Эдильбаевски» ăратлă сурăхсене малатнах 200 пуç илсе килтĕмĕр. Хыççăн кĕтÿ йышне хушсах пытăмăр. Паянхи куна илсен, сурăхсем пĕтĕмпе 550 пуç, – пĕлтерчĕ Эдуард Валерьянович.

Уйрăмлăхсем пурах. Сурăххисем 70-80-шар килограмм таяççĕ пулсан, такисем – 120 килограмм таранах. Выльăхсене ăнăçлă хĕл каçарнă, кормушкăсенчен утă-улăм, сĕлĕ, концентрат татăлман. Пăрамласси те кал-кал пынă.Пысăк кĕтÿ халĕ яра куна симĕс курăк çинче. Ураскилтри Николай Петров тата Атмалкассинчи Владимир кĕтсе çÿреççĕ вĕсене, ирхи улттăран пуçласа каçхи çиччĕчченех. Шывĕ те çитĕлĕклех выльăхсене валли. Кăнтăрлахи вăхăтра пĕвере шăвараççĕ, ытти чухне те шывсăр тăратмаççĕ. Башня йĕркеллĕ ĕçлет, çавна май витене, картишне те таса шыв пырсах тăрать.

Йышлă выльăхсем çине ветеринари служби тимлĕх уйăрсах тăрать. Ертÿçĕ пĕлтернĕ тăрăх сурăхсем сивве питех чăтăмлă мар. Çавна май выльăхсен çăмне çур кунĕсем çитнипе пĕрлех касма васкаман.

– Çак кунсенчех Чулхула тăрăхĕнчен ятарласа бригада çитмелле. Çавна май сурăхсен çăмне касма майсем пулĕç, – терĕ общество ертÿçи Эдуард Павлов.

Сурăхсем ĕрчетессипе специализациленнĕ хуçалăх уй-хир ĕçĕсем енĕпе те ĕçлет. Усă куракан çĕр лаптăкĕ – 850 гектар. Çурхи уй-хир ĕçĕсене тăватă единица техника хутшăннă. Николай Михайлов, Николай Артемьев механизаторсем çĕр хатĕрлессипе ĕçленĕ пулсан, Анатолий Антонов акассипе тимленĕ. Çурхи тĕш тырă культурисем 300 гектар йышăнаççĕ. Тĕпрен илсен, элита çурхи тулă акса хăварнă. Техника паркне çĕнетсех пыма шутлаççĕ. Кĕçех тĕш тырăсене пухса кĕртмелли хăватлă комбайн килмелле обществăна.

– Акса-лартмалли лаптăка та пысăклатсах пырасшăн. Кĕр тыррисене акса хăварма 300 гектар çĕр хатĕрлеме палăртрăмăр, – ырă ĕмĕтне пĕлтерчĕ Эдуард Валерьянович. – Сурăхсен йышне ÿстерсе пынă май, тепĕр кивĕ витене юсаса ĕçе яратпăр.

Çĕнĕлле ĕçлекен хуçалăхра пурĕ ултă çын вăй хурать. Хĕрÿ вăхăтсенче ял çыннисене те ĕçе явăçтараççĕ. Шалупа тивĕçтерсе тăни пурин кăмăлне те çĕклет.


"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
20 июня 2012
00:00
Поделиться
;