Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ĕç пулсан çын пурăнать

Халĕ ирĕксĕрех ыйту хыççăн ыйту тухса тăрать: ял хуçалăх предприятийĕсем арканчĕç пулсан - çĕрĕн хуçи çук, апла ял çыннин ăçта ĕçлемелле-ши; укçи-тенкине ăçтан тупмалла-ши? Мĕскĕн хресчен, çемьине тăрантарас шутпа, çĕршыв тăрăх чупать: Хусана, Шупашкара, Чулхулана, Мускава е Çурçĕре çитсе тĕрлĕ ĕç тупать. Ялсенче юлнă ватăраххисем валли те ĕç пур - фермер патĕнче. Анчах та вĕсем кашни ялтах çук çав.

Илсе пăхар-ха Волков фермер хуçалăхне. Унăн пĕтĕмĕшле çĕр лаптăкĕ 540 гектара çитнĕ. Çав шутран 30 гектарĕ çинче производство бази (юсав мастерскойĕ тата техника паркĕ, столовăй, çĕрулмипе купăста тата ытти пахча-çимĕç упрамалли складсем) вырнаçнă. Вĕсем пурте Мăн Ямаш ялĕ çумĕнчи выльăх-чĕрлĕхпе йĕтем тата механизациленĕ техника паркĕ пулнă вырăна çавăрса илнĕ. Çурчĕсем пурте кирпĕчрен тата тутăхман хĕçтимĕртен. Аякран пăхсассăн илемлĕн курăнаççĕ, пĕр-пĕр завод-фабрика пекех туйăнаççĕ. Кунта вырăнтисем çеç мар, кÿршĕ ялсенчен те ĕçлеме çÿреççĕ.

- Çĕршыври политикăпа экономика тата унăн тытăмĕ тепĕр майлă çаврăнса кайнă май, эпĕ те уйрăм фермер хуçалăхĕ йĕркелеме шутларăм. 2005-мĕш çулхи ноябрь пуçламăшĕнче Элĕк, Хĕрлĕ Чуиай тата Етĕрне районĕсен чиккинчи икĕ ялтан тăнă «Ямаш» ял хуçалăх производство кооперативĕ салансан, район администрацийĕн ял хуçалăх управленийĕ мана асăннă хуçалăх бази çинче çĕр илсе ĕçлеме ирĕк пачĕ. Унтанпа ултă çул сисĕнмесĕрех иртрĕ. Çак тапхăрта туни - куç умĕнче.

Калас пулать, çĕр ĕç маншăн - çĕнĕлĕх мар. Эпĕ ăна мĕн ачаран хăнăхса пынă: атте-аннене çĕрулми лартса пуçтарма та, иртерех хăяр ÿстерме те, пахчари тата кил таврашĕнчи ытти вак-тĕвек ĕçсене пурнăçлама та пулăшнă. Пурте пĕрле вăй хунипе ĕçсен тупăшĕ пур, Кивуй ялĕнче никамран малтан икĕ хутлă кирпĕч çурт лартма май килчĕ.

Шĕмшешри вăтам шкул хыççăн, 1987-1989-мĕш çулсенче манăн çар службин тивĕçне Германии çĕршывĕнче ирттерме тиврĕ. Ун хыççăн эпир аннепе (вăл Мăн Ямаш хĕрĕ пулнă) тата пиччепе Чулхула облаçĕнчи пĕр ялта ĕçлесе пурăнтăмăр. Каярахпа эпир хамăр районти Тури Вылта çуралса ÿснĕ Галина Петровна Борисовăпа паллашрăмăр, пĕр-пĕрне килĕштертĕмĕр, хыççăн мăшăрлантăмăр. Пирĕн çемьере виçĕ хĕр ÿсет: асли И.Н. Ульянов ячĕпе хисепленекен ЧПУ-н экономика факультет студентки, кăçал пĕрремĕш курс пĕтерчĕ, ыттисем Мăн Ямаш вăтам шкулĕнче ăс пухаççĕ. Мăшăрăм мана килте те, кулленхи ĕçре те пулăшса пырать.

Ĕç пулсан тата туса илнĕ продукцин тупăшĕ пулсан - çын пурăнать, унăн татах та ытларах хавхаланса ĕçлес кăмăлĕ çĕкленет. Ĕçчен çынна ял та савать, пуçлăхсем те мухтаççĕ. Ку сăмахсем урлă манăн пĕрне мухтаса теприне хурлас шухăш çук, çапах та Шуркассинчи Петр Вишневский тракториста ырласа хăварасах килет. Пултарулăхĕпе сăпайлăхне кура ăна çĕнĕ Т-150 трактор та шанса патăмăр, Чăваш Республикин Хисеп грамотипе наградăларăмăр. Эпир кăçал 260 гектар çĕр улми, 20 гектар купăста, 4 гектар хĕрлĕ кăшман тата 1 гектар кишĕр акса-лартса хăвартăмăр. Ытти çулсенчи пекех, кăçал та уй-хиртен пысăк тупăш илме ĕмĕтленетпĕр. Пирĕн çимĕçе туянакансем кăнтăрта та, çурçĕрте те йышлă, кĕркунне çитессе кĕтсех тăраççĕ,- каласа парать хресчен-фермер хуçалăх ертÿçи Сергей Петрович Волков.

Çÿллĕ те патвар кĕлеткеллĕ 43-ри арçын хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕ пирки мухтаса çыртарасшăн та пулмарĕ. «Эпĕ аслă та чаплă вĕренÿ заведенийĕсенче ăс пухаймарăм, хам тĕллĕнех çĕр çинче ĕçлеме тытăнтăм, пĕр хушă кăна республикăри ял хуçалăх ĕçченĕсен квалификацине ÿстермелли шкулта теории пĕлĕвне илкелерĕм»,- терĕ вăл.

Фермер, чăнах та, ытлашши калаçма та, мухтанма та юратмасть. Тен çавăнпах та пулĕ, паллах  ĕçне кура, ЧР ял хуçалăх министерствипе Патшалăх Канашĕ ăна 2010-мĕш çулта Хисеп грамотисемпе тав тунă. Çав çулхи кĕркунне вара вăл район депутачĕ пулма та тивĕçнĕ.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
20 июня 2012
00:00
Поделиться
;