Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Спартакиадăра вăй виçрĕç

Июнĕн 1-21-мĕшĕсенче пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учрежденисенче шкул çумĕнчи лагерьсем вуннă ĕçлеççĕ. Вĕсенче 513 ача канать.

Шкул çумĕнчи сиплев лагерĕсенче физкультурăна аталантарас, ачасене, çул çитменнисене, вĕренекен çамрăксене сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарас тĕллевпе ачасемпе çамрăксен «Хĕлхем» спорт шкулĕнче лагерьсенче канакан ачасемпе спартакиада иртрĕ. Унта Элĕк, Карачура, Тавăт, Юнтапа, Шĕмшеш, Чăваш Сурăм шкулĕсенче вĕренекенсем хутшăнчĕç.

Спартакиада тапхăрĕнче чупассипе, пионербол, мини-футбол енĕпе, канатпа туртăнассипе, шашкăлла тата шахматла выляссипе ăмăртусем пулчĕç. Спартакиада кăтартăвĕсене илсен, Элĕк шкулĕн команди пĕрремĕш, тавăтсем – иккĕмĕш, юнтапасем виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
20 июня 2012
00:00
Поделиться
;